IMG 3665

Паян, январĕн 7-мĕшĕнче, Вăрмарти Культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ ыркăмăллăх мероприятийĕ - Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Раштав елки иртрĕ.
Уява нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем тата тăлăхсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем хутшăнчĕç.
Мероприяти Çĕнĕ çул спектаклĕнчен пуçланчĕ. Сцена çине юмахри тĕрлĕ сăнарсем, вĕсемпе пĕрле Хĕл Мучипе Юр Пике тухса ачасене савăнтарчĕç, выляттарчĕç, ташлаттарчĕç. Залра ачасен хаваслă кулли самантлăха та лăпланмарĕ. Хĕл Мучине сăвă каласа кăтартас текен ачасем те нумайăн пулчĕç. Вĕсене канфет парса хавхалантарчĕç.
Унтан «Çулталăк символĕ — 2024» творчествăлла конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Хальхинче конкурса 200 ытла ĕç тăратнă. Пухăннисем çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсемпе Культура çуртĕнчи фойере йĕркеленĕ куравра паллашма пултарчĕç.
Конкурсра çĕнтернĕ ачасене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Виктор Павлов дипломсемпе наградăларĕç тата пылак парнесем пачĕç. Вĕсем кашни ĕç хăйне евĕрлĕ интереслĕ пулнине палăртрĕç, пурне те уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăç сунчĕç. Çавăн пекех А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Сергей Архипов ятарлă номинацинче çĕнтернĕ ачасене чысларĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен елки» акци шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев Чулкас шкулĕнче вĕренекен Даниил Кочневăн ĕмĕтне пурнăçларĕ, тюбинг парнелерĕ.
Пухăннисен умĕнче Вăрмар райпо канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина сăмах илчĕ. Çулсерен Вăрмар райповĕ «Ачасене - шоколад» акцине активлă хутшăнать, кăçал та акци шайĕнче шоколад чылай пуçтарнă. «Паянхи уявра пĕр ача та шоколадсăр юлмĕ», - пĕлтерчĕ Марина Аркадьевна.
Унсăр пуçне ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Чăваш Енри ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйĕн обществăлла пулăшуçи Ирина Алексеева, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев саламларĕç.
Ачасене пылак парнесемпе савăнтарма «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество тата «Ингосстрах» страховани компанийĕ пулăшнине палăртса хăвармалла.

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика