IMG 4435

Паян Вăрмар муниципаллă округĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2024» Пĕтĕм Раççейри массăллă спорт ăмăртăвĕ йĕлтĕр спортне кăмăллакансене пĕр чăмăра пухрĕ. Мероприяти Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ.
Спорт уявне хутшăнакансен умĕнче саламлă сăмахсемпе тата ăмăртусенче ăнăçу сунса Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Владислав Анисимов, ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов тухса калаçрĕç.
Яланхи йĕркепе чи малтан vip-чупу пулчĕ - йĕлтĕр йĕрĕ çине Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн яваплă çыннисем, организацисемпе учрежденисен руководителĕсем тăчĕç. Унтан йĕлтĕрçĕсем массăллă старта тухрĕç, кайран вара çул ÿсĕмне кура ăмăртрĕç.
Ача сачĕсен воспитанникĕсем те, шкул ачисем те, çамрăксемпе çулланнă çынсем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те пулчĕç спорт мероприятийĕнче. Чи çамрăк йĕлтĕрçĕсем хушшинче «Родничок» ача сачĕн воспитанникĕсене палăртмалла. Чи аслисем хушшинче Кавал ялĕнчи 84 çулти Владимир Лирзай пулчĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе наградăларĕç. Спорт уявне хутшăнакансем вĕри чей ĕçсе ăшăнма пултарчĕç. Йĕрке хуралçисем ăмăрту чипер-йĕркеллĕ иртсе кайтăр тесе тимлерĕç.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2024» вăрмарсене савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕ, малашне те сывă пурнăç йĕркипе туслă пулма хавхалану кÿчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика