photo 2024 06 18 18 40 25
«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн хисеплĕ тусĕсем! Çырăнтару тапхăрĕ вĕçленсе пынă май Сире Вăрмар округĕн хыпарçине 2024 çулхи иккĕмĕш çурçуллăх валли çырăнма васкамаллине аса илтеретпĕр!
Çырăнтару тапхăрĕ – почтальонсемшĕн хĕрÿ вăхăт. Почта çыхăнăвĕн Мăнçырмари уйрăмĕн ĕçченĕсем, акă, халăха хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе яланах яваплăн пурнăçлаççĕ, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнтарассишĕн те тăрăшаççĕ.
Халĕ Мăнçырмари почта çуртĕнче тĕп юсав ĕçĕсем пынăран почтальонсем вăхăтлăха ялти культура çурчĕн пĕр пÿлĕмне йышăннă. «Юсав ĕçĕсем 3-4 уйăха та тăсăлма пултараççĕ. Хăтлăлатнă почта çуртне кĕркунне енне каялла таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Пире унта тухăçлă ĕçлеме мĕнпур условисемпе тивĕçтерме шантарчĕç хамăрăн руководительсем», - терĕ çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Елена Сергеевна Демидова. Хальхи вăхăтра вĕсем Людмила Викторовна Ахвандерова почтальонпа иккĕшех ĕçлеççĕ. Çăмăл мар, паллах, вĕсене, 4 ялпа (Мăнçырма, Эçпепе, Кивĕ Шулхан, Çĕнĕ Шулхан) ĕçлемелле. Çапах та ÿпкелешмеççĕ, ĕç планне тултарассишĕн тăрăшаççĕ.
Эпир пынă вăхăтра çак ялти Светлана Михайловна Васильева та газпа, электричествăпа усă курнăшăн тÿлеме пынă почтăна. «Хĕрлĕ ялав» хаçат та çырăнчĕ вăл. «Эпĕ район хаçатне нумай çул çырăнса илетĕп, юратсах вулатăп», - терĕ Светлана Михайловна. Кăштахран Мăнçырмари территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Татьяна Олеговна Егорова та почтăна кĕрсе тухрĕ. «Ятарласа «Хĕрлĕ ялав» çырăнма килтĕм, июнь вĕçленет вĕт, хаçатсăр юлас мар», - калаçрĕ вăл кăмăллăн.
Тÿлевсем те йышăнмалла, хаçатне те çырăнтармалла почтальонсен, пенси укçи те валеçмелле. Çак тĕллевпе кăнтăрла çитеспе Елена Сергеевна Олег Геннадьевич Николаев пенсионер патне тухса утрĕ. Олег Геннадьевич тата Генриэтта Михайловна почта ĕçченне тараватлăн кĕтсе илчĕç. «Эпĕ хам та 7 çула яхăн почтальонра ĕçленĕ, çак ĕçĕн уйрăмлăхĕсене аван пĕлетĕп. Çăмăл мар вăл халăхпа ĕçлеме, çынпа калаçма пĕлмелле, яваплă пулмалла, çавăнпа хамăрăн почтальонсене хисеплетĕп», - терĕ Генриэтта Михайловна. Темиçе тĕрлĕ хаçат-журнал хушшинче «Хĕрлĕ ялав» хаçат та çырăнчĕç Николаевсем. «Район хаçачĕ – пирĕншĕн чи çывăххи», - терĕç вĕсем.

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика