Çулсерен августăн 2-мĕшĕнче Раççейĕн Сывлăш-десант çарĕсен кунне уявлаççĕ. Çак паллă пулăм ячĕпе Мăнçырма ялĕнче паян савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Кунта Раççейĕн Сывлăш-десант çарĕсенче службăра пулнă салтаксене халалласа стела уçрĕç. Стела хăйĕн вырăнне Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсене халалланă аллейăра тупнă. Ăна Мăнçырмара çуралса ÿснĕ десантниксен пуçарăвĕпе туса лартнă.
Мероприятие пухăннисене — Сывлăш-десант çарĕсенче тĕрлĕ çулсенче службăра пулнă хастарсене, ветерансене, вĕсен çывăх çыннисене — Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕ Николай Николаев, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Васильев уяв ячĕпе саламларĕç.Çĕршывăн «çунатлă пехотинче» службăра тăнисем тата халĕ тăракансем, ятарлă çар операцие хутшăнакансем Раççейĕн тăнăçлăхне тивĕçтернине, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртса вĕсене тав турĕç.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.
http://gazeta1931.ru/urmary/12247-m-ncyrma-yal-nche-syvl-sh-desant-car-senche-sluzhb-ra-puln-saltaksene-khalallasa-stela-ucr-c#sigProId9a3aca774a
http://gazeta1931.ru/urmary/12247-m-ncyrma-yal-nche-syvl-sh-desant-car-senche-sluzhb-ra-puln-saltaksene-khalallasa-stela-ucr-c#sigProIdb264f0f35d