IMG 5204

Паян пĕтĕм çĕршыв йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса чăн-чăн спорт уявне - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2025» ăмăртусене хутшăнчĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем те, çав шутра вăрмарсем те, савăнăçлă мероприятинчен айккинче юлмарĕç.
Регионта тĕп старт Шупашкар хулинче биатлонпа йĕлтĕр комплексĕн территорийĕнче иртнĕ. Ыттисемпе пĕрле старта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев те тухнă. «Çулсерен пурте пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăни пĕтĕм ÿсĕмри çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарать», - тенĕ вăл.
Вăрмар округĕнче мероприяти Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахсемпе ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Николай Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Шупашкарти 4 номерлĕ спорт шкулĕн тата «Сокол» хоккей клубĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Дмитрий Панферов тата ыттисем те тухса калаçрĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи малтан VIP-чупу иртрĕ, унтан шкул çулне çитмен ачасем ăмăртрĕç. Вĕсем хыççăн массăллă старт пулчĕ, малалла вара йĕлтĕрçĕсем ÿсĕмне кура чупрĕç. Мала тухнă спортсменсене медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç.
«Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята «Родничок» ача садĕнчи Кирилл Васильев тивĕçрĕ. Чи аслисем хушшинче Кавал ялĕнчи Владимир Лирзай палăрчĕ.
Вăрмарсем хушшинче «Раççей йĕлтĕр йĕрне» çулсерен пĕр сиктерми хутшăнакансем чылай. Тĕслĕхрен, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта алгебра тата геометри предмечĕсене вĕрентекен Татьяна Шмелева. Вăл хăй те урине йĕлтĕр сырса кашнинчех ăмăртать, вĕренекенĕсене те хăйĕнчен хăвармасть. «Ачасене спортпа туслă пулма хăнăхтарни вĕсене вĕренÿре те пулăшать, мĕншĕн тесен спорт кăмăла çирĕплетет, тĕллевсене пурнăçлама вĕрентет», - тет Татьяна Леонидовна.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика