Паян Чупай ялĕнче йĕлтĕрпе чупассипе республика шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç. Мероприятине йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерне, «Хăюлăхшăн» орденăн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта асăнса йĕркеленĕ.
Ăмăртусен торжествăлла пайĕнче пухăннисен умĕнче ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ А.Степанов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, запасри подполковник М.Пуклаков, Хусанти танк училищин выпускникĕ, Владимир Сергеевпа пĕрле СВОра çар тивĕçне пурнăçланă С.Мышкин, СВО участникĕ А.Николаев капитан тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Владимир Сергеевăн хăюлăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каларĕç, унăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ тесе палăртрĕç, амăшĕпе ашшĕне - Елена Гавриловнăпа Петр Владимировича - паттăр ывăлшăн тата çакăн пек пысăк спорт мероприятийĕ йĕркеленĕшĕн тав турĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене финиша ăнăçлă çитме сунчĕç. Владимир Сергева асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ, унтан яваплă çынсем Владимир Сергеев ячĕпе уçнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Малалла ăмăртусем пуçланчĕç. Йĕлтĕрçĕсем ÿсĕмне кура ушкăнăн-ушкăнăн черетпе чупрĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таран тăрса хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Палăртмалла, мероприятине хамăр ентешсем кăна мар, Чăваш Енĕн тĕрлĕ округĕсенчен, çавăн пекех Тутар Республикинчен те спортсменсем хутшăнчĕç. Ăмăртусем çивĕч иртрĕç. Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнисене грамотăсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе наградăларĕç.
Аса илтеретпĕр: Владимир Сергеев 1997 çулта Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, Хусанти танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă, 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулнă. Умне лартнă задачăсене пурнăçланăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ, анчах ăна алла илсе ĕлкĕреймен, тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне, гвардин аслă лейтенантне Владимир Петрович Сергеева Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
http://gazeta1931.ru/urmary/12891-svo-uchastnikne-vladimir-sergeeva-as-nsa-j-lt-rpe-chupassipe-m-rtusem-irtr-c#sigProIdb44f13f95e