IMG 6559

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чупай ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченне, ĕç ветеранне Мария Николаевна Михайловăна 100 çулхи юбилей ячĕпе саламланă.
Мария Николаевна 1925 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче çуралнă, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсем витĕр чăтса тухнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламлама килни Мария Николаевнăн чунне савăнтарнă. Вăл Олег Алексеевича хăй çырнă сăвва каласа панă.
Олег Николаев Мария Николаевнăна вăрçă вăхăтĕнче тылра хастар ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх, вăй-хал суннă.
Çавăн пекех юбиляра Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев та ăшшăн саламланă, Тав çырăвĕпе чысланă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика