photo 2025 03 18 08 39 40 5

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Аквапром» предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

«Аквапром» — ăнăçлă тата кăтартуллă ĕçлекен предприяти. Заводра гидроаккумуляторсем, сарăлакан пичкесем туса хатĕрлессипе вăй хураççĕ. Хатĕр продукцие Мускава, Пензăна, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене те ăсатаççĕ. Ĕçе темиçе сменăпа йĕркеленĕ. «Аквапром» çултан-çул аталанса пырать, çĕнĕ производство цехне те ĕçлеттерсе янă. Предприяти Вăрмар муниципаллă округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывать, пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. «Аквапром» хальхи саманапа тан утнă май, производство процесне те хальхи технологисемпе усă курса йĕркеленĕ.

«Аквапром» — Вăрмар округĕн тата Чăваш Енĕн ÿсĕмпе аталану вырăнĕ. Кун пирки эпĕ производство цехĕсемпе паллашнă тата сотрудниксемпе калаçнă май хам куçпа курса ĕнентĕм. Çакăн пек производствăсем Раççейре пурĕ 4 кăна. Завод пысăк утăмсемпе аталанса пырать — производство лаптăкĕсене анлăлатаççĕ, продукци туса кăларасси 6 хут ÿснĕ. Патшалăх «Аквапрома» кÿрекен пулăшу хăйĕн çимĕçне пани унăн лайăх кăтартăвĕсемпе çирĕпленет.
Малалла аталанма çитес 5 çулта 450 миллион тенкĕ инвестицисем илĕртме планланă. Ку тĕллеве Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программине кĕртнĕ, унта «Аквапрома» проект-драйвер тесе палăртнă.
«Аквапром» евĕрлĕ предприятисем ĕçленипе Вăрмар округĕ промышленноç енĕпе аталаннă муниципалитет статусне каялла тавăрма пултарасса ĕненетĕп», — тесе çырнă Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика