IMG 7590

Паян, Майăн 9-мĕшĕнче, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейинче уяв мероприятийĕ пулчĕ. Пĕр енчен хурлăхлă, тепĕр енчен торжествăлла мероприяти кашнин чуннех пырса тиврĕ.

Мероприятине Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, шкул директорĕ Константин Васильев тата ыттисем те хутшăнчĕç. Яваплă çынсем пухăннисене уяв ячĕпе саламласа кашни паттăрăн ятне асра тытмаллине палăртрĕç.

Питех те шел, Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейинче кăçал тата 3 ятă хушăннă. Ку вăл: Евгений Эдуардович Константинов, Алексей Владимирович Григорьев, Альберт Валерьевич Петров.

Ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Алексей Григорьевăн тата Евгений Константиновăн тăванĕсем те сăмах илчĕç, хăйсен чун ыратăвне уçса парса пурне те салтаксене манманшăн тав турĕç.

Аллейăна уçнă май кашни паттăрăн ятне каларĕç. Акă вĕсем: Владимир Петрович Сергеев, Владимир Ильич Иванов, Александр Николаевич Николаев, Евгений Всеволодович Сорокин, Вадим Владимирович Николаев, Олег Ефремович Никифоров, Геннадий Николаевич Александров, Сергей Владимирович Григорьев, Даниил Александрович Соластей, Юрий Самуилович Баданов, Дмитрий Леонидович Викторов, Евгений Эдуардович Константинов, Алексей Владимирович Григорьев, Альберт Валерьевич Петров. Вĕсен паттăрла ĕçĕ вилĕмсĕр!

Ирина Данилова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика