Йăлана кĕнĕ йĕркепе Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн яваплă çыннисем «Урмарытеплосеть» МУП çурчĕ çинчи тата поликлиника стени çине вырнаçтарнă Асăну хăмисен умне чĕрери чи аслă туйăмсемпе чĕрĕ чечексем хучĕç. Тĕп поликлиника çурчĕ умĕнчи вырăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕ кунĕсенче районта пурăнакансем фронта шăпах çакăнтан тухса кайнă. Вăрçă çулĕсенче кунта райвоенкомат пулнă. «6771 çынран тăван тăрăха 4645 çын таврăнайман», — тесе палăртнă асăну хăми çинче.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, «Урмарытеплосеть» МУП директорĕ Виктор Павлов, Вăрмарти тĕп больницăн тĕп врачĕ Наталия Мефодьева тата ыттисем те пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламласа пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ кашни паттăрăн ятне асра тытмаллине палăртрĕç.
http://gazeta1931.ru/urmary/13363-as-nu-kh-misem-umne-ch-r-checheksem#sigProIdbf69a193a2
Ирина Данилова