IMG 7745

Майăн 9-мĕшĕ ячĕпе Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă Вăрмар поселокĕнчи шкулти вĕрентекенсемпе кунтан вĕренсе тухнисене асăнса лартнă палăк умĕнче кашни çулах пулакан торжествăлла мероприяти иртрĕ. Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин пухăннисене — вĕрентекенсене, шкул ачисене тата ыттисене те — Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, вăрçă историне ĕмĕрлĕх астăвăмра хăвармаллине каларĕç. Çавăн пекех педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Михайловна Чернова та палăк умне тухса хĕç-пăшал тытма тивнĕ педагогсен, Вăрмар шкулĕнчен вĕренсе тухнă выпускниксен ячĕсем ĕмĕр асăмăрта юлнине палăртрĕ, пурне те Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ. Яваплă çынсем, организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсем, шкул ачисем, вĕрентекенсем, ача сачĕсен ĕçченĕсем пире Çĕнтерÿ парнеленĕ паттăрсене, ветерансене чысласа асăну палăкĕ умне гирлянда, чĕрĕ чечексем хучĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика