Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнчи торжествăлла мероприяти хыççăн тĕп площадьре çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ.
Пĕр енче куракансем тăрса тухрĕç, Вăрмарти культура аталанăвĕн центрĕ енче — çар тумĕ тăхăннă яваплă çынсем, ветерансем, тыл ĕçченĕсем. Округри шкулсенче, кадет класĕсенче ăс пухакансем — лайăх паллăсемпе вĕренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — ушкăнăн-ушкăнăн стройпа утса тухса çынсен умне вырнаçса тăчĕç, Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада хатĕрри çинчен рапортларĕç.
Çулсеренхи пекех тĕп площаде Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Çĕнтерÿ ялавĕсене çĕклесе кĕчĕç. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа, вăрçă тата тыл паттăрĕсене асăнса çамрăк армеецсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç, юрăсем шăрантарса, ялавсем çĕклесе ушкăнăн-ушкăнăн утрĕç. Шкул ачисемпе пĕрле кăçал пĕрремĕш хут чикĕ сыхлакан çарсен Вăрмар округĕнчи ветеранĕсем те утрĕç. Парада хутшăнакансен илемлĕ тумĕсем куçа илĕртрĕç, вĕсен çирĕп утти тĕлĕнтерчĕ. Пĕри тепринчен хастар. Чикĕ сыхлакан çарсен Вăрмар округĕнчи ветеранĕсене те, çамрăк армеецсен кашни ушкăнне те хавхалантарса тĕрлĕ номинацисенче грамотăсемпе наградăларĕç.
Çавăн пекех пухăннисем параппанçă-хĕрсен илемлĕ ташшине тата флешмоб курса тĕлĕнчĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çамрăк армеецсене тав турĕ, малашне те патриотла туйăмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ паттăрсене яланах асра тыма сунчĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/13369-camr-k-armeetssen-parach-irtr-2#sigProId449b766000