7

Чăваш Республикинче обществăлла сăнавçăсене çитсе пыракан суйлава хатĕрлес ĕç пырать. Масштаблă вĕрентÿ программин тĕллевĕ — суйлавăн тĕрĕслĕхĕпе саккунлăхне тивĕçтересси.

Вăрмар округĕнчи обществăлла сăнавçăсем те хăйсен пĕлĕвне ÿстерме тата яваплă ĕçе тĕплĕн хатĕрленме пултарчĕç. Вĕрентÿ паян Вăрмарти культура çуртĕнче иртрĕ. Вăрмар округĕнче суйлав кунĕсенче 31 суйлав участокĕ ĕçлемелле (Чăваш Республикинче — 921), вĕсенчен кашнинче пĕрер обществăлла сăнавçă пулĕ.

Вĕрентĕве пухăннисен умĕнче чи малтан Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Павлов сăмах илчĕ, суйлава ăнăçлă тата саккуна пăхăнса ирттерме сунчĕ.

Сăнавçăсен вĕрентĕвне республикăри обществăлла сăнав Штабĕн сăнавçăсене хатĕрлессипе тата вĕрентессипе ĕçлекен ушкăнĕн руководителĕ Ирина Иванова, ЧР Обществăлла палатăн эксперчĕ Наталия Григорьева, ЧР Адвокатсен палатин адвокачĕ Евгения Ратникова ирттерчĕç.

Обществăлла сăнавçăсем сасăлав формисене, сăнавçăн прависемпе ĕç правилисене, сăнав формисене, йĕркене пăснине мĕнле шута илмеллине, участоксенчи ĕçе халăха пĕлтерес тĕллевпе социаллă сетьсенче мĕнле çутатмаллине ăса хыврĕç.

«Сăнавçăсене хатĕрлесси — пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç, — тесе палăртать сăнавçăсене хатĕрлессипе тата вĕрентессипе ĕçлекен ушкăнăн руководителĕ Ирина Иванова. — Пирĕн представительсен суйлав участокĕнче сиксе тухма пултаракан кирек мĕнле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла». Çапла пулмасăр, хăйсен ĕçне пĕлекен сăнавçăсем суйлав саккунлăхне пăхăннине тивĕçтерсе тăрĕç, йĕркене пăснă тĕслĕхсенчен хăтăлма пулăшĕç.

Аса илтеретпĕр, 2025 çулхи сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Енре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртĕ. Çавăн пекех Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсен, Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне муниципаллă округĕсен депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕсем пулĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика