IMG 9867

Пĕлÿ кунĕ шкул ачисене черетлĕ хут партăсем хушшине ларма йыхравларĕ. Кашни шкултах паян пĕрремĕш шăнкăрав сасси уççăн янăраса çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине хыпарларĕ.

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, округри ытти шкулсенчи пекех, савăнăçлă лару-тăрура линейка иртрĕ. Мероприятие вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Çанталăкĕ те вĕсен майлă пулчĕ — сар хĕвел хăйĕн ăшă пайăркисене çуллахи пекех шеллемесĕр сапаларĕ. Пĕрремĕш класа каякансем, хаваслă сăн-питлĕскерсем, хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсемпе алла-аллăн тытăнса шкул стадионне утса кĕрсе вырнаçса тăнă хыççăн пурин те кăмăл-туйăм татах та çĕкленчĕ.

Пухăннисене уяв ячĕпе ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов саламларĕ. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Шкул директорĕ Константин Васильев шкулти вĕрентÿ процесне лайăхлатассипе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн право тата кадрсемпе тивĕçтерекен пай начальникĕ Олег Кошельков, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин председателĕ Людмила Голубева, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев тата Наталия матушка сăмах илчĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе чыслав та пулчĕ. Чи пултаруллă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене Тав çырăвĕсемпе, дипломсемпе наградăларĕç, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулма тивĕçнĕ ачасене свидетельствăсем пачĕç.

Пĕрремĕш класа каякансем хăйсен хумханăвне пытараймасăр сăвăсем каларĕç, вунпĕрмĕшсем вара вĕсене хутран ăсталанă кăвакарчăнсем парса тухса пĕлÿ патне çăмăллăн вĕçме сунчĕç.

Пĕрремĕш шăнкăрава шăнкăртаттарма 11 класри Ольга Ананьевăпа Артемий Васильев тата 1 класри Ксения Левинăпа Тимофей Сотников тивĕçрĕç. Шкул ачисем хăйсен вĕренекенĕсемпе классем тăрăх саланчĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика