
2025 çулхи сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Енре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет. Çавăн пекех Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсен, Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне муниципаллă округĕсен депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕсем пулаççĕ.
Вăрмар округĕнче пурăнакансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнаççĕ. Паян шăп та лăп 8 сехетре 31 суйлав участокĕ хăйсен алăкĕсене уçнă, вĕсенчен кашнинче пĕрер обществăлла сăнавçă ĕçлет.
Вăрмар поселокĕнчи 1501 номерлĕ суйлав участокĕ Культура çуртĕнче вырнаçнă. Комисси председателĕ Светлана Николаевна Николаева пĕлтернĕ тăрăх, 1564 çын унччен хăнăхнă мелпе — бюллетеньсемпе сасăламалла, вĕсенчен 50-шĕ килĕсенче суйлама заявка панă. 375 çын ДЭГ мелне суйласа илнĕ.
Наталья Борисова обществăлла сăнавçă суйлавăн тĕрĕслĕхĕпе саккунлăхне тивĕçтерессишĕн яваплă. Руслан Кузнецов, право хуралĕн сотрудникĕ, суйлав участокĕнчи лару-тăрăва тимлет.
http://gazeta1931.ru/urmary/14021-v-rmar-okrug-nche-pur-nakansem-ch-vash-respublikin-pucl-kh-n-sujlavne-khutsh-nacc#sigProIdf02acd7d7e
