
Вăрмар округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕсем Энĕшпуç, Пинер, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Хальхинче тĕп тема çак пулчĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи социаллă проекчĕсем: пĕрремĕш пĕтĕмлетÿсемпе малашнехи перспективăсем. Унсăр пуçне граждансене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.
Пинер ял тăрăхĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн юридици пайĕн начальникĕ Олег Кошельков пулчĕç. Пинерте вĕсене территори пайĕн начальникĕ Мираида Симонова тата кунти тĕп шкул директорĕ Герман Боредский кĕтсе илчĕç. Ĕçлĕ тĕлпулу шкулти актовăй залра иртрĕ.
Пинерте культура çурчĕн тĕп юсавĕ пынине кура информушкăн членĕсем унта та пулса курчĕç, ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Унтан вĕсем «Михайлов Ю.С.» хресчен-фермер хуçалăхне çул тытрĕç.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.
http://gazeta1931.ru/urmary/14058-v-rmar-okrug-nche-p-rlekhi-informatsi-kun-irtr#sigProId389559d383
