IMG 1390

Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалласа Вăрмар округĕнче «Уçă диалог» мероприяти иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен Союзĕ тата Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ «Вăйсене пĕрлештерсе: вырăнти хăйтытăмлăх тата ăнăçуллă ял хĕрарăмĕсем» проект шайĕнче ирттернĕ.

Вăрмарти культура çурчĕн хăтлă пÿлĕмĕнче округра ĕçлесе пурăнакан активлă та тăрăшуллă хĕрарăмсем пухăнчĕç. Вĕсен умĕнче саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Иван Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен Союзĕн Президиумĕн членĕ Евгения Краснова тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова тухса калаçрĕç. Хăйсен кун-çулне ял пурнăçне халалланă, ялта ăнăçуллă ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсене Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунĕ ячĕпе саламласа округ аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хунăшăн, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнăшăн тав турĕç.

Пухăннисем уçă калаçу йĕркелесе ял пурнăçĕпе тата ял аталанăвĕпе çыхăннă тĕп ыйтусене тишкерчĕç. Мероприятие хутшăннă хĕрарăмсем предпринимательлĕхри опычĕпе тата çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, йывăрлăхсене çĕнтермелли çул-йĕре палăртрĕç, çамрăксене тăван тăрăхрах тĕпленме илĕртессипе пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче чыслав та иртрĕ. Чулкасри вăтам шкул директорĕн заместительне Светлана Уливановăна тата «Вăрмарти электричество сечĕсем» организацин участок техникне Елена Сергеевăна Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен Союзĕн Тавĕпе наградăларĕç. «Чăваш Республикин Агролидерĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорне Яна Михайловăна «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификат пачĕç.

Çавăн пекех çак кун саламлă сăмахсене Вăрмарти культура çуртĕнче маскировка сеткисем çыхакан ырă кăмăллă та ĕçчен хĕрарăмсем те тивĕçрĕç. Яваплă çынсем вĕсен пархатарлă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнине палăртса вĕсене тав турĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика