Вăрмар округĕнче Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Савăнăçлă мероприяти Вăрмарти Культура çуртĕнче иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, уйрăм хушма хуçалăхсен пуçлăхĕсем, производствăра малта пыракансем, ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те пулчĕç.
Уява хатĕрленсе культура çурчĕ умĕнче ял тăрăхĕсем кĕр парнисен, ал ĕç ăстисем тунă япаласен куравне йĕркеленĕ. Çавăн пекех фойере Вăрмарти тĕп библиотекăн, Ача-пăча искусство шкулĕн, «Родничок» ача сачĕн куравĕсем те пулчĕç.
Мероприяти çĕр ĕçченĕсен гимнне — «Алран кайми» юрра пурте ура çине тăрса итленинчен пуçланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов округри ял хуçалăх ĕçĕнчи кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Республикин хăй çÿрекен машинăсен тата ытти техникăн техникăлла лару-тăрăвне тимлекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей пухăннисене уявпа саламларĕç. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность пирĕн çĕршыв экономикин хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ пулнине, çак отрасльте тăрăшакансем пысăк хисепе тивĕçнине палăртрĕç, вĕсене чĕререн тав турĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе лайăх кăтартусемпе палăрнă хуçалăхсен руководителĕсене тĕрлĕ наградăсем хисеплерĕç. Çавăн пекех чи тăрăшуллă механизаторсене, комбайнерсене тата ытти ĕçченсене Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем, парнесем парса чысларĕç. Ытти наградăсем те пулчĕç.
Мероприятие савăнăçлă концерт илем кÿчĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/14283-v-rmar-okrug-nche-yal-khucal-kh-pe-tirpejleken-promyshlennost-cchen-n-kunne-pall-tur-c#sigProId2f475e932f
