IMG 1912

Чăваш Республикинче пурăнакансен финанс хăрушсăрлăхĕ тата ултава хирĕç тăрасси, налук саккунĕсенчи улшăнусем, укçа-тенке перекетлемелли вăрăм сроклă программа, коммуналлă хытă каяшсене илсе тухас ĕçĕн пахалăхĕ, ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем — паян Вăрмар муниципаллă округĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче çак тата ытти темăсене те тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Информаци ушкăнĕсем Вăрмарти, Аслă Чакри, Кĕлкешри территори пайĕсенче пулса халăхпа тĕлпулусем ирттерчĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Вăрмар поселокĕнче ĕçлерĕ, Вăрмарти тĕп больницăн тата «Урмарытеплосеть» МУП коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Информушкăн ĕçне Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Михаил Михайлов хутшăнчĕ. Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика