Паян Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн 2025 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе, 2026 çулхи задачисене палăртассипе канашлу пулчĕ.
Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Заместителĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов тата депутачĕсем, округри территори пайĕсен начальникĕсем, округ администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Тĕп докладпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тухса калаçрĕ. Вăл Вăрмар округĕн 2025 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе кашни енĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов Вăрмар округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçлас тĕлĕшпе депутатсен корпусĕ тата округ администрацийĕ мĕнле çыхăнса ĕçлени пирки каласа пачĕ.
Мероприяти чыславпа вĕçленчĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене — уйрăмах пултаруллă çамрăксене — ятарлă свидетельствăсем пачĕç.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/14813-v-rmar-okrug-n-2025-culkhi-sotsiall-purn-c-pe-ekonomika-atalan-v-n-t-p-k-tart-v-sene-p-t-mletessipe-2026-culkhi-zadachisene-pal-rtassipe-kanashlu-pulch#sigProId6d93b344ea
