Çулсерен майăн 28-мĕшĕнче Раççейре Пограничник кунне паллă тăваççĕ. Çак датăна ахаль суйласа илмен. 1918 çулта, шăпах майăн 28-мĕшĕнче, Халăх комиссарĕсен Совечĕ йышăннă декретпа килĕшÿллĕн РСФСР чиккисен хуралне, çавăн пекех Чикĕ хуралĕн тĕп управленине йĕркеленĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Вăрмар поселокĕнче салтак-пограничниксене халалласа лартнă палăк умĕнче торжествăлла митинг пулчĕ. Унта Совет Союзĕн тата Раççейĕн чиккисенче тĕрлĕ çулсенче хуралта тăнă пограничниксем хутшăнчĕç.
Пухăннисене Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков, Вăрмар районĕнчи пограничниксен пĕрлĕхĕн председателĕ Герман Боредский, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Юрий Ефимов, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç. Пирĕн пограничниксем салтак тивĕçне яланах çÿллĕ шайра пурнăçланине каласа вĕсене тав турĕç. Вăрмар районĕнчи пограничниксен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлне уйрăмах активлă хутшăнакансене, ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене пулăшакансене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Чылайăшĕ «Ветеран пограничной службы ФСБ России» медале тивĕçрĕ.
Чикĕ хуралçин тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунă салтаксене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ, унтан пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем пырса хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
http://gazeta1931.ru/urmary/15255-chik-khural-nche-kh-yullisem-k-na#sigProId3d03b4aaab
