Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ «Наци кросĕ» чупу кунне Вăрмар муниципаллă округĕ унчченхи çулсенчи пекех кăçал та активлă хутшăнчĕ. Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадион хаваслă хĕвĕшÿпе тулчĕ.
Сывă пурнăç йĕркипе туслă çынсене — ачасемпе çамрăксене, ĕç коллективĕсене, спорт ветеранĕсене — Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков, заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар мунципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Егоров спорт уявĕ ячĕпе саламласа ăмăртусенче ăнăçу сунчĕç.
Надежда Давыдова ертсе пыракан фитнес-студин воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Унтан çăмăл атлетсем хавхалану туйăмĕпе старт пулакан вырăналла васкарĕç, ăмăртусем пуçланчĕç. Яваплă должноçсенче ĕçлекенсем VIP-чупăва тухса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Вĕсем хыççăн старта чи пĕчĕккисем тухрĕç. Малалла шкул ачисем, çитĕннĕ çынсем, ветерансем те хăйсен спортри пултарулăхне тĕрĕслерĕç.
Ăмăртусен судйисем кашни стартпа финиша тимлерĕç, кам хăш вăхăтра чупса çитнине палăртса пычĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.
Медицина ĕçченĕсем чупакансем хăйсене мĕнле туйнине сăнасах тăчĕç. Полици сотрудникĕсем йĕркене сыхларĕç.
http://gazeta1931.ru/urmary/15800-natsi-krosne-v-rmar-okrug-aktivl-khutsh-nch#sigProId6f57860306
http://gazeta1931.ru/urmary/15800-natsi-krosne-v-rmar-okrug-aktivl-khutsh-nch#sigProId4cf404217e
