Июнĕн 12-мĕшĕнче районта Акатуй иртрĕ. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен çулталăкне халалланă. Çапла майпа чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ ăруран ăрăва куçасса шанаççĕ. Синкерлĕ вăхăтри пурнăçа кашни ял тăрăхĕнчи «Хăна çуртĕнче» тата халăх промыслисен маçтăрĕсем хатĕрленĕ куравсенче те уççăнах туйма пулчĕ.
Ирхине ирех уявра халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесех районти потребительсен обществи /райпо\ темиçе палатка илсе тухса майлаштарса хунă. Вĕсенчен аякрах мар уйрăм çын предпринимательсем те хăйсен таварĕсемпе тăраççĕ. Пирĕн районпа юнашар ытти районсенчен те суту-илÿ тума килнĕ. Кунта шăхличĕрен пуçласа халăха куллен кирлĕ ытти таварсем те куçа илĕртеççĕ. Уяв шашлăксăр, пĕчĕк кукăльсемпе мороженăйсемсĕр, пылак шывсăр пулмастех, вĕсене туянакансем те чылай пулчĕç.
Уява Вăрмар районне ĕмĕрĕпех савса пурăнакан тăван пек çывăх аякри хăнасем те килсе çитнĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне курсан савăннине пытараймарĕç. Çапла пулмасăр, пурте тенĕ пекех вĕсем Вăрмар çĕрĕн çăлкуçĕнчен шыв ĕçсе, кунта çитĕннĕ тырпулăн çăкрине çисе çитĕннĕ. Халĕ вĕсем - ятлă-сумлă çынсем.
Иртнĕ çул коронавирус чирĕ алхаснăран уява ирттерме май килменрен-ши е ытти сăлтавпа килнĕ хăнасем тăван тăрăхшăн тунсăхласа çитни палăрчĕ. Уявра пурин кăмăл-туйăмĕ уçă пулчĕ пулин те сыхлăх мерисем пирки те манман. Çынсем маскăсемпе çÿрерĕç. Васкавлă пулăшу, пушар хуралĕн, полици сотрудникĕсен хĕрÿ ĕç кунĕ пулчĕ. Вĕсем уяври йĕркелĕхе сăнасах тăчĕç, хăрушсăрлăх правилисене тытса пычĕç.
Уява йĕркелесе ирттерессишĕн хăйсем çине илнĕ район администрацийĕн тата Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем Акатуй ирттермелли вырăна «Хăна çурчĕсене» тирпейлесе йĕркене кĕртессипе малтанах чылай ĕç туса ирттерни палăрчĕ. Халăх çÿреме тытăниччен пурте хăйсен ĕçне вĕçленĕ. Халăхĕ те уява торжествăлла майпа уçиччен суту-илÿ лавккисене кĕре-кĕре тухса хăйсене кирлĕ таварсене туянчĕç. Тĕрлĕрен таварсемпе суту-илĕ тăвакансем Вăрмар Акатуйне таçтан та килсе çитсе хăйсен таварĕсене сĕнчĕç.
Ман шутпа вара ача-пăчана чи илĕртекенни тăмран туса хатĕрленĕ шăхличĕ пулчĕ. Вĕсем шăхличĕпе каласа тĕрлĕрен кĕвĕсем кăларни мана та ачалăха аса илтерчĕ. Ăна сутаканĕсем вара Шупашкар районĕнченех килнĕ.
Уяв савăнăçлă лару-тăрура пуçланиччен Акатуйне пухăннă халăх Вăрмар хула, ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ делегацисемпе: ĕçре малта пыракансем, нумай çул ĕçлесе хисеплĕ ята тивĕçнĕ ветерансемпе паллашрĕ. Ун хыççăн ака тунине сăнарланă театрализациленĕ представлени пулчĕ. Барабан çинче вылякансем те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
Район пуçлăхне Ю.Иванова тата район администрацийĕн пуçлăхне Д.Иванова, килнĕ хăнасене уяв картишне çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Унтан сцена çине хăпарса килнĕ халăха Акатуйпа тата Раççей кунĕ ячĕпе саламларĕç. Ĕç паттăрĕсене — мухтав! Чăваш гимнĕ янăранă май Акатуй ялавне çĕклеме чи хастаррисене ирĕк пачĕç. Район пуçлăхĕ Ю.Иванов уяв уçăлнине пĕлтерсен, район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов пурне те уявсем ячĕпе саламланă май çĕр ĕçченĕсене çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пысăк пахалăхлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн килнĕ хăнасем сăмах илсе саламларĕç. Унтан ĕçре мала тухнисене хаклă парнесемпе Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç. Çул çитнĕ Вăрмар районĕн çамрăк гражданинĕсем паспортлă та пулчĕç уявра.
Унтан савăнăçлă юрă-кĕвĕ таврана саланчĕ. Районти культурăпа кану учрежденийĕсенче вăй хуракансен пултарулăхĕ тата Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалласа «Помни. Знай, Не забывай» театрализациленĕ сцена халăха хăй патне туртрĕ. Уяв малаллах пычĕ, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем йĕркелерĕç.
А.Николаева.
.
http://gazeta1931.ru/urmary/7840-k-r-k-rler-akatuj#sigProIda63171eb48