Мĕнле Акатуй-ха спорт вăййисемсĕр, тĕрлĕ ăмăртусемсĕр? Паян та, йăлана кĕнĕ йĕркепе, район Акатуйĕнче иртенех тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ. 9 сехет çурăра стадион çумĕнчи хоккей площадкинче самбо спорчĕ енĕпе республика шайĕнчи турнир пуçланчĕ. Унта пирĕн районтан та, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен те çамрăк самбистсем пухăнса хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Тупăшу çав тери хĕрÿ пулчĕ.
Тепĕр çур сехетрен вара районти культура çуртĕнче шашкăлла выляссипе турнира уçрĕç. Яланхи пекех ăмăрту лăпкă лару-тăрура иртрĕ. Çамрăк шашистсем те, аслăраххисем те хăйсен юратнă вăййине вылярĕç, чи маттуррисене палăртрĕç.
Çав вăхăтрах поселокри спорт шкулĕнче арçынсем волейболла вылярĕç. Кăмăл тăвакансем тĕп площадьре мишене тĕл персе лектерессипе тупăшрĕç. Кунтах алă вăйне виçекенсем те /арçынсемпе хĕрарăмсем\ хăйсене тĕрĕслерĕç. Хоккей площадкинче кире пуканне çĕклекенсен тупăшăвĕ иртрĕ. Хĕрарăмсем 16 килограмлă кире пуканне йăтрĕç, 25 çула çитеймен арçынсем 24 килограмлă, аслăраххисем 32 килограмлă кире пуканне йăтса тупăшрĕç. Унтан каната икĕ еннелле туртакансем те ăмăртрĕç. 14 сехетре вара пурте чăтăмсăррăн кĕтекен наци кĕрешĕвĕ пуçланчĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/7841-m-nle-akatuj-kha-sport-v-jjisems-r#sigProIdcf8e20c2a0