IMG 7126

 

Май уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи «Медвежий угол» кану базинче агроволонтерсен «Сноп» («Кĕлте») слечĕ иртрĕ. Мĕншĕн «Кĕлте» тесе ят панă-ха — ку вăл пĕтĕм çĕршыври çамрăксен пĕрлешсе ялсене пĕтме памалла маррине пĕлтерет. Кунта паян Чăваш Енри пур отрасльсенчи çамрăк волонтерсем пухăннă. Пурте ятарлă тум-тирсемпе карттуссем тăхăннă. Мероприяти иртекен вырăна пырса кĕрсенех хăвна пĕр-пĕр асамлă вырăна лекнĕнех туятăн: пысăк сцена ăсталаса лартнă, йĕри-тавра кашни районăн, çавăн пекех яллă вырăнсенче ĕçлекен çамрăксен — культура ĕçченĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, ялти врачсен, педагогсен хÿтлĕхĕсене (шатерĕсене) вырнаçтарнă. Кашнин патне пырса калаçу пуçарма пулать. «Единая Россия» парти проекчĕн «Раççей ялĕ» никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ кун пек профильлĕ мероприяти çĕршывра пуçласа пирĕн Чăваш Енри Тăвай районĕнче иртрĕ.

Пирĕн регионта агропромышленность комплексĕн сферинче «АгроВыбор» волонтерсен пĕрлешĕвĕ 2020 çултанпах ĕçлет. Паян вĕсен слечĕ пулни республикăри агроволонтерсем пĕр çĕре пĕрлешсе пысăк вăй пулнине кăтартрĕç. Малтанах çамрăксем пысăк сцена умне пухăнса слет уçăлнине пĕлтерсе савăнăçлă самант пулчĕ, унтан кашнийĕ секцисене пайланса харпăр хăй пултарулăхне кăтартма васкарĕ. Пĕрисем спорт енĕпе, теприсем Чăваш Енре туризм аталанса пынине кăтартрĕç. Унтах волейболла выляççĕ, канат туртаççĕ, кире пуканĕ çĕклеççĕ тата ытти те. Йĕри-тавра шашлăк, пулă шÿрпи пĕçернĕ тутлă шăршă сарăлнă. Çамрăксене шарлаттарса çумăр çуни те нимĕн те мар кулаççĕ, савăнаççĕ, пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, сăн ÿкерчĕсем ÿкереççĕ, кĕскен каласан секциллĕ плошадкăсем ăнăçлă ĕçленипе палăрчĕç. Пирĕн район делегацийĕ пĕр мероприятинчен те айккинче юлмарĕ канат туртассипе те темиçе района парăнтарма пултарчĕ, ытти спорт ăмăртăвĕсенче те самаях палăрчĕç. Çамрăксене тĕслĕх кăтартаканĕсем вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Д. Иванов тата Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Краснов, унăн заместителĕ С.Павлова тата ыттисем те пулчĕç. Вĕсем кашни спорт ăмăртăвне хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартрĕç, юрă-ташăра палăрчĕç.

Çамрăксен пултарулăхĕпе паллашма Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев тата Чăваш республикинчи министрсен Кабинечĕн членĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем муниципалитет пуçлăхĕсемпе 2-мĕш шатерта тĕл пулчĕç, унта агроволонтерсем те хутшăнчĕç.

Тĕп шатер умĕнче «Агро-память» проекта презентацилерĕç. «Сильные идеи для нового времени: Село — 2030» стратегиллĕ сессине пĕтĕмлетрĕç. Патриотизмла чи лайăх юрăсен конкурсĕ пулчĕ, вĕсене тата чи лайăх волонтерсене наградăласа хавхалантачĕç. «Лучшая уха» конкурсăн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Секциллĕ площадкăсем малалла ĕçлерĕç.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика