IMG 7550

Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен йăлана кĕнĕ йĕркепе чăваш халăхĕ Акатуй уявне паллă тăвать. Вăрмарсем те паян ĕçлĕ халăха пĕр чăмăра пухакан праçникре чунтанах савăнаççĕ.

Суту-илÿ ярмăркки капăр тумланнă халăха илĕртет. Районти предприятисемпе организацисем, уйрăм çын предпринимательсем киосксем лартса хăйсен таварĕсене сентресем çинче вырнаçтарса хунă, çынсем тутлă шашлă пĕçерекенсем çумĕнчен татăлма та пĕлмеççĕ. Яланхиллех «Ăстасен хули» ÿнер тата ал ĕç ăстисен куравĕ тĕлĕнтерчĕ. Экспонатсен ассортименчĕ çулсерен пуянланса пырать, мĕн кăна çук кунта! Вăйăсен площадкинче ачасем хĕвĕшеççĕ, батутсем çинче сикеççĕ, пĕчĕк машинсемпе, карусельпе ярăнаççĕ.

Мероприятин тĕп пайĕ ЧР та РФ патшалăх наградисене тивĕçнĕ тава тивĕçлĕ ĕçченсем, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕсем, хула тата ял тăрăхĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем утнинчен пуçланчĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн пĕри хыççăн тепри мăнаçлăн утса кĕчĕç вĕсем тĕп площаде. Унтан ака-суха ĕçне сăнлакан, çăкăр тар тăкса ĕçлесен кăна сĕтел çине çитнине кăтартакан «Вăйă карти» хореографи композицийĕ, ачасен флешмобĕ пулчĕç, районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ юрларĕ.

РФ тата ЧР патшалăх гимнĕсем янăраса кайрĕç, патшалăх ялавĕсене çĕклерĕç. Сцена çине РФ сенаторĕ Н.Владимиров, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов тата ыттисем те хăпарчĕç. Хăйсен саламлă сăмахĕнче вĕсем Вăрмарсене мĕнпур ырлăха сунчĕç. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев çĕр ĕçченĕсене çуракине ăнăçлă вĕçленĕшĕн тав турĕ, тухăçĕ пысăк пуласса шаннине палăртрĕ. ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов пухăннисене сывлăхлă пулма, паянхи уяв кунĕнче кăна мар, яланах савăнăçлă кăмăл-туйăмпа пурăнма сунчĕ, ЧР Пуçлăхĕн О.Николаевăн саламне вуласа пачĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе ял хуçалăх, культура, физкультурăпа спорт тата ытти сферăсенче палăрнă ĕçченсене, районти ятлă-сумлă çынсене чысларĕç.

Çураки вăхăтĕнче ĕçре уйрăмах палăрнисем тата ытти çĕр ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тунисем, Вăрмар райповĕн тытăмĕнче вăй хуракансем те Хисеп грамотисем, Дипломсем, Тав хучĕсем, Тав çырăвĕсем, хаклă парнесем илчĕç.

Мероприяти малалла концерт программипе тăсăлчĕ. Районти художествăлла пултарулăх коллективĕсем илемлĕ юрри-ташшипе халăха савăнтарчĕç. Каç пулсан вара тĕп площадьре эстрада концерчĕ, уяв салючĕ пулĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика