IMG 8067

Йăлана кĕнĕ йĕркепе район Акатуйĕнче иртенех тĕрлĕ ăмăртусем иртрĕç. Тĕп стадион çумĕнчи хоккей площадкинче самбо спорчĕ енĕпе республика шайĕнчи турнир пулчĕ. Унта пирĕн районтан та, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен те çамрăк самбистсем пухăнса хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç.

Районти культура çуртĕнче шашкăлла выляссипе турнир иртрĕ. Поселокри спорт шкулĕнче арçынсем волейболла вылярĕç. Кăмăл тăвакансем мишене тĕл персе лектерессипе тупăшрĕç. Алă вăйне виçекенсем те /арçынсемпе хăрарăмсем\ хăйсене тĕрĕслерĕç. Хоккей площадкинче кире пуканне çĕклекенсен тупăшăвĕ иртрĕ. Унтан каната икĕ еннелле туртакансем те тупăшрĕç. Спорт ăмăртăвĕсенче палăрнисене пурне те парнесемпе чысланă. Кăнтăрлă иртсен вара пурте чăтăмсăррăн кĕтекен наци кĕрешĕвĕ пуçланчĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика