Акатуй уявне хутшăннă ĕççыннисемпе хăнасенчен илнĕ комментарисем
В.ПЕТРОВ, РФ тава тивĕçлĕ строителĕ, ĕç ветеранĕ: «Поселокра çулсерен иртекен Акатуй уявне кашни çулах хутшăнатăп. Çак уяара ĕç çыннисемпе, ветерансемпе тĕл пулса калаçма, уявра пĕрле пулса савăнма яланах хавас. Районти предприятисемпе организацисенче, ял хуçалăхĕпе промышленноç отраслĕсенче вăй хунă, ĕçре ÿсĕмсемпе палăрнă тава тивĕçлĕ ĕçченсем колоннăпа утса район халăхне Акатуй уявĕпе саламлани пысăк чыс тесе шутлатăп. Вĕсен хушшинче эпир те, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕсем, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, ялхуçалăхĕн ĕçченĕсем район çыннисене Акатуй уявĕпе саламласа пурне те çутă малашлăх сунтăмăр».
Н.НИКОЛАЕВ, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ: «Эпир çак уявра кашни çулах хамăр çурхи ĕçсене мĕнлерех пурнăçланине пĕтĕмлететпĕр, малашлăх тĕллевĕсене палăртатпăр. Çынсем хăйсен хастар ĕçĕпе район, республика шайĕнче палăрса тăнине мухтаса савăнатпăр, вĕсене Акатуй уявĕнче чыслатпăр, унпа пĕрлех Тăван çĕршыва чĕререн юратнине палăртатпăр. Пирĕн районта хастар та пултаруллă республика, çĕршыв умĕнче палăрнă ентешсем чылай. Вĕсен шутĕнче агропромышленноç комплексне районта аталантарассипе чылай хресчен /фермер\ хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать.Чыс та мухтав вĕсене!
Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Тăнăç пурнăç, çутă малашлăх сунатăп».
В.ЛЕОНТЬЕВА, Чупай ял тăрăхĕнчи библиотека заведующийĕ: «Чупайĕнчи библиотекăра чылай çул вăй хунă май, мана культура ĕçченне, çак уяв уйрăмах кăмăла çĕклет, савăнăç туйăмĕ парнелет. Эпир районта иртекен Акатуй кашни çулах хаваспах хутшăнатпăр. Çак кун ытти ял тăрăхĕсемпе пĕрлех ятарласа ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе кил картишĕ/подворье\ йĕркелетпĕр, кунта пирĕн ял ăстисен паха япалисене курма пулать, хамăр алăпа çыхнă, тĕрленĕ япаласем уйрăмах куракансене илĕртеççĕ. Хамăр библиотекăра Акатуя халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр, куравсем йĕркелетпĕр. Район, республика шайĕнче ĕçпе палăрнă паллă çынсемпе те тĕлпулусем тăтăшах йĕркелетпĕр. Уяв ячĕпе пурне те саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп!»
Г.БОРЕДСКИЙ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ: «Акатуй уявне кашни çул пĕр сиктермесĕр хутшăнатăп. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Акатуй уявĕ чăваш халăхĕ çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ĕççине пĕтĕмлетсе халăха пĕр чăмăра пухакан уяв. Пирĕн районта ĕçпе палăрнă çынсем чылай. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, çамрăк ăрăва та ăста та пултаруллă çынсем пулма, район аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хума чĕнсе калатпăр. Сире пурне те çирĕп вăй-хал, ăнăçу сунатăп. Эпир пурте пĕр шухăшлăн кар тăрсан кăна çитĕнÿсем тума пултаратпăр. Уяв ячĕпе, сире!»
З.ПАВЛОВА калаçнă.
http://gazeta1931.ru/urmary/9497-v-rmar-rajon-n-khal-kh-tulli-k-m-ltan-sav-nch#sigProIdbf0718a263