Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕрен çĕнĕ тĕллевсем, проектсем пурнăçланаççĕ. Вăрмар поселокĕнче те кашни çулах пĕр харăсах тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Унта та кунта ĕç шавĕ тăни малаллах ăнтăлнине кăтартать, чунра хавхалану туйăмне çуратать. Чылай ĕçе пурнăçа кĕртме май параканĕсем — наци проекчĕсем, пуçарулăх бюджечĕн программисем. Çулла — плансене вăя кĕртмелли чи лайăх вăхăт.
Поселокри тĕп площаде илес пулсассăн кунта брусчатка сарса пĕтернĕ, çутă хунарĕсем вырнаçтарас ĕç малалла пырать. Август уйăхĕнче Владимир Ленина халалласа лартнă палăкăн постаментне юсама палăртаççĕ. Çак палăкпа çывăхарах вара хулари пек ураллă видеоэкран вырнаçтарĕç. Унăн сарлакăшĕпе тăршшĕ 2-шер метра яхăн пулмалла. Экран талăкĕпех ĕçлекен пулĕ. Ун урлă Вăрмарти Культура çурчĕ афишăсем, пулса иртмелли мероприятисем пирки тĕрлĕ информаци вырнаçтарĕ. Çак ĕçсем пурте «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Тĕп площаде хăтлăх кĕртесси икĕ тапхăрпа иртнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕ 2023 çулта иртнĕ, халĕ шăпах та май уйăхĕнче пуçланнă иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçнелле пырать. Иккĕмĕш тапхăрта ĕçсене 5 037 пин тенкĕлĕх туса ирттереççĕ.
Хальхи вăхăт тĕлне поселокри Çĕнтерÿ паркĕнче ача-пăча валли тата спорт енĕпе аталанмалли площадка туса пĕтернĕ. Ăна пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçланă.
Кăçал Вăрмар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен 6 картиш территорине «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн хăтлăлатаççĕ. Ĕçсене май уйăхĕнче пуçланă, контрактпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Константин Иванов ячĕллĕ урамра 3, 9, 11 çуртсен картиш территорине юсама 5 814 310 тенкĕ, Порфирьев урамĕнчи 11-мĕш тата Некрасов урамĕнчи 12-мĕш номерлĕ çуртсен территорине юсама 2 677 760 тенкĕ, Заводская, 45, 47 адреспа вырнаçнă картиш территорине хăтлăх кĕртме 3 776 350 тенкĕ, Зеленый тăкăрлăкри 3,7 çуртсен умĕнчи территорине хăтлăлатма 4 259 340 тенкĕ, Школьный тăкăрлăкĕ, 4,6, Энтузиастсен, 8 тата Молодежная, 18 адреспа вырнаçнă территорине хăтлăлатма 6 340 450 тенкĕ, Энтузиастсен, 10, Заводская, 46 çуртсен территорине хăтлăх кĕртме 3 682 250 тенкĕ уйăрнă. Тăватă объектĕнче «Данилов А.В.» тата тепĕр икĕ объектĕнче «Васильев А.В.» уйрăм çын предпринимательсен ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсаса хăтлăх кĕртес ĕç шутне машинăпа çÿремелли çулсем, машинăсене лартмалли вырăнсем, тротуарсем туса хатĕрлесси, тавралăха ешĕллетесси, ларкăчсемпе урнăсем вырнаçтарасси кĕреççĕ. Кашни объектрах пур япали пулмасан та, урнăсемпе ларкăчсем 6 территорире те пулмалла. Константин Иванов ячĕллĕ урамри 3, 9, 11 номерлĕ, Заводская урамри 45, 47 номерлĕ нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи территорине асфальтлă çул сарса пĕтернĕ, çак объектсенче ĕçсем вĕçленнĕ.
Энтузиастсен урамĕнчи 10, Заводская урамĕнчи 46 номерлĕ çуртсен, Энтузиастсен урамĕнчи 8, Молодежная урамĕнчи 18, Школьный тăкăрлăкĕнчи 4, 6 номерлĕ çуртсен, Порфирьев урамĕнчи 11, Некрасов урамĕнчи 12 номерлĕ нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче — пурĕ 3 объектра хăтлăх кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Хальхи вăхăтра Вăрмар поселокĕнчи Сеспель ячĕпе хисепленекен урамра спорт площадки туса лартассипе вăй хураççĕ. Кунта та ĕçсем вĕçнелле пыраççĕ. Спорт площадкине пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса хăпартаççĕ. Проект хакĕ – 1 513 867,63 тенкĕ.
Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Николаевич Виссарионов пĕлтернĕ тăрăх, Зеленый тăкăрлăкри 3,7 номерлĕ çуртсен картиш территорине август уйăхĕнче юсама палăртнă. Çавăн пекех август уйăхĕнче Вăрмар поселокĕнчи Заводская урамĕнчи 5 çурта пĕрлештерекен çĕнĕ шыв пăрăхĕ /водопровод\ тумалла. Ăна пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса пурнăçлама палăртнă. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 274 669 тенкĕне кайса ларать. Çак уйăхрах Александров урамĕнчи автоçула та юсама тĕллев тытнă. Автоçула республика шайĕнчи программăпа 1 041 523,62 тенкĕлĕх юсамалла. Ĕçе «Макаров Э.В.» уйрăм çын предпринимателĕн пурнăçламалла.
Эвелина МИХАЙЛОВА