Вăрмар округĕнче шкул театрĕсен «АСАМ» ятпа иртекен IV-мĕш фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕ пулса иртнине хаçат вулакансене пĕлтернĕччĕ. Жюри членĕсем фестивалĕн çĕнтерÿçисене палăртнă.
«Чăвашла лартнă чи лайăх спектакль» номинацинче Кавал шкулĕнчи «Сувар» театр мала тухнă. «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ» номинацинче Кĕтеснер шкулĕнчи «Мельпомена» театр палăрнă. «Юрă-кĕвĕллĕ чи лайăх спектакль» тата «Чи лайăх сценографи» номинацисенче Кивĕ Вăрмар шкулĕн «Волшебный занавес» театрне çитекени пулман. «Костюмсем хатĕрлекен художникăн чи лайăх ĕçĕ» номинацинче Пысăк Енккасси шкулĕн театрĕ çĕнтернĕ.
«Чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ» номинацинче — Энĕшпуç шкулĕнчи Виктория Алексеевăна тата Кĕтеснер шкулĕнчи Виктория Петровăна, «Иккĕмĕш планри чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ» номинацинче — Çĕнĕ Кинчер шкулĕнчи Варвара Мироновăна, «Иккĕмĕш планри чи лайăх арçын сăнарĕ» номинацинче — Чулкас шкулĕнчи Егор Петрова, Пинер шкулĕнчи Арсений Андреева, Кĕтеснер шкулĕнчи Савелий Башкирова палăртнă.
«АСАМ» фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулма вара /«Пĕчĕк калăпăшлă чи лайăх спектакль» номинацинче\ РФ хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти тĕп шкул çумĕнчи «Мельпомена» театр тивĕçрĕ. Руководителĕ — Е.И. Ларионова. Коллектив республикăри тапхăра хутшăнĕ. Финал декабрь уйăхĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче иртĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
