
В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче çак кунсенче интереслĕ тĕлпулу иртрĕ. Ачасем патне хăнана РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕ, полици капитанĕ, дознаватель Любовь Анатольевна Васильева килсе çитрĕ.
Мĕн çинчен пулчĕ-ха калаçу? «Хальхи вăхăтра ачасене интернет илĕртет, — пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. — Анчах унта ачасене хăрушлăх кĕтсе тăрать. Ултавçăсем ватăсене те, сирĕн пек ача-пăчана та суйма пултараççĕ. Урамра та тĕл пулма пулать вĕсемпе. Çавăнпа та ачасен тимлĕ пулмалла, правилăсене аван пĕлмелле. Мĕнле правилăсем пĕлмелле-ха ачасен ултавçăсен серепине лекес мар тесен? Ашшĕ-амăшĕн телефонĕсене тытмалла мар, шăнкăрав килет пулсан та! Ача телефонпа вăйăсем выляма ларсан çумра аслисем пулмалла. Экран çине илемлĕ, йăлтăркка картинка тухсан та ун çине пÿрнепе пусма юрамасть, ултавçăсем эсир çапла тăвасса кĕтсех тăраççĕ. Яланах тимлĕ пулмалла, мультфильм курма ларсан та кирлĕ-кирлĕ мар кнопкăсем çине пусмалла мар». Любовь Анатольевна ачасене çул çинче те тимлĕ пулма ыйтрĕ.
Çакăн пек тĕлпулусем ачасене яланах асăрхануллă пулма, çул çинче тимлĕрех пулма вĕрентеççĕ. Ют çынпа калаçма кирлĕ маррине, палламан çын шоколад е канфет парсан та илме юраманнине пĕлни ачасемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Любовь Анатольевна ачасемпе сывпуллашнă май тепре тĕл пулма шантарчĕ, ырă-сывă пурăнма сунса хăварчĕ.
Эмилия ЛЕВИНА, Татьяна МАТВЕЕВА, воспитательсем
