Стратеги сессийĕ
Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче аслă вĕренÿ тытăмĕн аталанăвне тимлĕх уйăрнине кура ку тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Сăмахран, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче республика аталанăвĕн тĕп ыйтăвĕсене халалланă стратеги сессийĕ иртнĕ. Унта регионăн наукăпа техника аталанăвĕн стратегине, Шупашкарта наукăпа вĕренÿ кампусĕ тумалли пысăк проекта пурнăçлассине сÿтсе явнă. Сессие старт панă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Чăваш Енĕн Раççейĕн технологи суверенитечĕн сăнчăрĕнчи çирĕп сыпăк пулса тăмалла. Вузсен пĕрлехи кампусĕ вара çак тĕллеве тÿрре кăларма пулăшĕ. Вăл çĕнĕ технологи процесĕсене çул парса «пĕр чÿрече» мелĕпе пек ĕçлĕ, çамрăксене хăйсен таланчĕпе усă курма, экономика валли кадрсем хатĕрлемелли çул-йĕре палăртма май парĕ», — тенĕ.
Нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿсет
ЧР ПА пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнипе республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. 2012 çулхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ 2,7 хут ÿснĕ, 2025 çулта 23 пине çитнĕ.
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма ЧР Правительстви пĕлтерĕшлĕ утăмсем тăвать. 2020 çултанпа ачаллă çемьесене пулăшмалли 25 çĕнĕ форма хута янă. Çав шутра: нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификат парасси, ачасене шкул тата спорт тумĕсем туянма пĕр хутченхи тÿлевпе тивĕçтересси, çут тĕнчене тин килнĕ пепкесене парнесем памалли «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» программа тата ытти те.
Социаллă пулăшусем пирки
ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕпе Алена Елизаровăпа иртнĕ тÿрĕ лини вăхăтĕнче ачаллă çемьесене, ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе вĕсен тăванĕсене пулăшмалли мерăсем, ĕçе вырнаçасси, тĕллевлĕ вĕрентÿ, аслă ăру çыннисене социаллă пулăшу кÿресси пирки калаçнă. Çемьесен ыйтăвĕсем уйрăмах тимлĕхре пулнă. Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, регионта ача-пăча хатĕрĕсен прокачĕн 26 пункчĕ уçăлнă, унта коляска е автокресло тÿлевсĕрех илме пулать. «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче нумай ачаллă çемьесенчи ачасем тÿлевлĕ вĕренеççĕ пулсан 50 процентне компенсацилеççĕ. Çамрăк çемьесене ача çуралсан, çавăн пекех ача амăшĕ пулма хатĕрленекен студенткăсене пулăшаççĕ. «Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли — кашни çемье пулăшăва туйса тăтăр тата çакна пĕлтĕр: патшалăх çăмăллăхсем кÿнисĕр пуçне кирек хăçан та тĕрев пама хатĕр», — тенĕ министр.
Финанс пĕлÿлĕхĕ
Финанс пĕлÿлĕхĕ çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах ачасемшĕн. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ачасене финанс пĕлÿлĕхĕн никĕсĕсене вăйă урлă хăнăхтараççĕ. Вăйă йывăр финанс ăнланăвĕсене ăса çăмăллăн хывма, астуса юлма пулăшать. Ачасен яваплăх туйăмĕ аталанать, вĕсем тĕрĕс йышăнусем тума, стратегиллĕ шухăшлама, командăра ĕçлеме вĕренеççĕ. Занятисенче ачасем вăйă урлă хăйсен тупăшне тата расхутсене планлама хăнăхаççĕ, финанс терминĕсемпе паллашаççĕ, ĕç, ĕç укçи тата финанс тĕллевĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнса тăнине тĕпчеççĕ.
Чат-бот пулăшать
Ачасене 2026 çулта 1-мĕш класа яма çырăнтармалли кампани мартăн 28-мĕшĕнче старт илет. Мĕнле çырăнмалла? Мĕнле документсем хатĕрлемелле? Ача пурăнакан çурт хăш шкул çумĕнче шутланса тăрать? Çăмăллăхсемпе кам усă курма пултарать? Ку тата ытти ыйтусене татса пама «Мое образование» çĕнĕ чат-бот пулăшать. Ăна «Единая Россия» партин «Цифрăллă Раççей» регионти проекчĕ шайĕнче ЧР Цифра министерстви тата ЧР Вĕрентÿ министерстви хатĕрленĕ. Ботра пĕтĕм информацие пухнă. Ашшĕ-амăшĕ ачине шкула электрон майпа çырăнтарасшăн пулсан бот пĕрре пуссах Патшалăхăн пĕрлехи порталĕнчи кирлĕ страница çине куçарса ярать.
Субсиди параççĕ
«Кадрсем» наци проекчĕн «Ĕçпе тивĕçтермелли активлă мерăсем» федераллă проекчĕ шайĕнче халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿмелли мероприятисем 2026 çулта малалла пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, инвалидлăхлă сотрудник валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме предприятисене укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Ĕç вырăнне çакăн пек сотрудник валли ятарласа хатĕрлеме, кирлĕ оборудовани туянма 200 пин тенкĕлĕх субсиди параççĕ.
Сывă ăру — сывă наци
Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарма Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем шкул ачисемпе «Сывă ăру — сывă наци» темăпа сывлăх урокĕ ирттернĕ. Мероприяти тĕллевĕ — ачасене хăйсен сывлăхне хаклама тата сиенлĕ йăласенчен пăрăнма вĕрентесси, сывă пурнăç йĕрки çинчен ытларах каласа парасси. Шкул ачисем библиотекарьпе пĕрле сывă пурнăç йĕркин правилисене аса илнĕ, сывă апатлану, активлăх, спорт тата кану пирки чарăнса тăнă.
Халăхсене пĕрлештерекен уяв
Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Навруз уявĕ иртнĕ. Вăл пирĕн регионта килĕштерсе пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештернĕ. Навруз — тĕрĕк тата иран халăхĕсен тĕп уявĕсенчен пĕри. Ăна çуркунне — кунпа çĕр тăршшĕ танлашнă чух паллă тăваççĕ. Пухăннисем хăйсен йăли-йĕркипе, культурипе тата юрри-ташшипе паллаштарнă. Кунта Иран, Таджикистан, Азербайджан, Кăркăсстан, Узбекистан, Казахстан тата ытти çĕршыв çыннисене курма пулнă.
Тĕрлĕ мероприятисем иртĕç
Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалласа пирĕн республикăра кăçал тĕрлĕ мероприятисем иртĕç: Чăваш чĕлхин кунĕ, Пĕтĕм чăвашсен тата тутарсен диктанчĕсем, кĕрешÿ енĕпе чемпионат, Çĕнтерÿ кунĕ, Славянсен çырулăхĕн тата культурин кунĕ, Акатуй, Сапантуй, «Родник России» тата «Русь мастеровая» фестивальсем, Раççей халăхĕсен чĕлхисен кунĕ тата ытти те. Чăваш Республики килĕшÿпе пултаруллă ĕç территорийĕ пулнине, кунта кашни халăхăн культурине хакланине тата хисепленине тепĕр хутчен çирĕплетĕ.
Республика кунĕ
Кăçал Республика кунĕ Шупашкарта тата Шупашкар округĕнче иртĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсерен уяв тĕп хулара тата пĕр муниципалитетра кĕрлет. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Шупашкар тăрăхне суйланă. Çĕнтерÿçĕ Республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçет. Укçа-тенке ялсене хăтлăх кÿме усă курĕç.
Лару иртнĕ
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче 2025 çулта саккунлăха çирĕплетес енĕпе пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетнĕ. «Ĕç кăтартăвĕсем ку енĕпе регионта ырă туртăмсем пуррине çирĕплетеççĕ. Çапах пирĕнпе туслă мар çĕршывсем лару-тăрăва пăлхатма тăрăшни сисĕнет. Çак условисенче пирĕн хăрушсăрлăха упрамалла — республикăра пурăнакан кашни çын хăйне хÿтлĕхре туйтăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Çул çитменнисем терроризмпа тата экстремизмпа çыхăннă преступленисем тăвасран сыхланмалли профилактика ĕçĕ пирки тĕплĕ калаçу пулнă. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров ку енĕпе ытти ведомствăпа çыхăну тытса, ачасен ашшĕ-амăшĕпе, педагогсемпе пĕрле ĕçленине çирĕплетнĕ. Олег Николаев ку енĕпе питĕ тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнă, профилактикăн çивĕч темисемпе шкулсенче пĕрлехи класс сехечĕсем ирттерме сĕннĕ.
Вĕрентÿ туризмĕ
Юлашки çулсенче Чăваш Енре культура, медицина, паломник, производство, гастрономи, çавăн пекех вĕрентÿ туризмĕ хастар аталанать. Ачасемпе ĕçлесси çине тимлĕх уйăраççĕ. «Историпе, экономикăн тĕрлĕ отраслĕпе тĕплĕн паллаштарнă май эпир çитĕнекен ăрăва хăйсен тăван çĕршывĕ çине çĕнĕлле пăхма пулăшатпăр. «Çул çÿрев кĕнеки» проект 2023 çулта 100 пин вĕренекене пĕрлештерчĕ. Регионти малта пыракан 38 предприятире тата музейсенче вĕсем валли чĕрĕ уроксем ирттернĕ. Çавăн пекех «Тăван тавралăх тăрăх кутамкка çакса утатăп» кăсăклă проект та пурнăçланать. Унта шкул çулне çитмен ачасем ашшĕ-амăшĕпе тата педагогсемпе пĕрле интерактивлă форматпа Чăваш Ен культурипе çутçанталăка тĕпчеççĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Предпринимательлĕх
Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен пĕрлехи реестрне 2026 çул пуçланнăранпа çĕнĕ 1962 предприятие кĕртнĕ, çав шутран 359-шĕ тирпейлекен производство, ăслăлăхпа техника, туризм тата логистика тытăмĕсенче ĕçлеççĕ. Регионта паянхи кун пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 51374 субъектне регистрациленĕ. Юлашки çул вĕсен шучĕ 8 процент пысăкланнă, çакă республикăра бизнесменсен хастарлăхĕ ÿссе пынине çирĕплетет.
Наркотиксемпе алхасакансен йышĕ нумаях мар
Çак усал чирпе аптракансен йышĕ юлашки çулсенче Раççейринчен аяларах тăрать. Лайăх лару-тăрăва сыхласа хăварма юлашки çулсенче туса ирттернĕ мероприятисен комплексĕ май панă. Тĕп мерăсен шутĕнче — Республикăри наркодиспансерăн централизациленĕ химипе токсикологи лабораторийĕн ĕçне йĕркелени. Çакă наркотикла тата психоактивлă япаласене потребительсене, çав шутра шкулсенче, ссузсемпе вузсенче вĕренекенсем хушшинче те, пуçламăш тапхăрсенчех чирпе аптракансене тупса палăртма пулăшнă.
Вăрмансем тимлĕхре пулĕç
Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăрмансенчи пушарсен видеомониторингĕн тытăмĕ ĕçлесе кайĕ. Вăл октябрĕн 30-мĕшĕчченех ĕçлĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра пĕтĕмпе 11 видеокамера вырнаçтарнă. 2026 çулта ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви «Экологи ăнăçлăхĕ» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласси» федераллă проекчĕпе килĕшÿллĕн тата тепĕр 5 видеокамера туянма палăртнă.
Шкул директорĕ айăплă
Çĕрпÿ округĕнче икĕ хĕрарăм тĕлĕшпе коррупци сĕмĕллĕ преступленисемшĕн приговор палăртнă. Пĕри — Çĕрпÿри 2-мĕш шкул директорĕ пулнăскер, тепри – унăн пулăшуçи. Сăмах служба вырăнĕпе усă курса уйрăмах пысăк виçепе укçа вăрлани тата тăкакласа пĕтерни пирки пырать. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, шкул директорĕ 2015-2024 çулсенче виçĕ çынна ячĕшĕн ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсем ĕçпе çыхăннă тивĕçсене пурнăçламассине пĕлсе тăрсах директор ĕç вăхăтне шута илмелли табеле суя кăтартусем кĕртнĕ. Çапла майпа хайхи виçĕ çынна 3,4 миллион тенкĕ куçарса панă. Унсăр пуçне 2020-2024 çулсенче шкул ертÿçи хăйне пулăшса пынă хĕрарăм урлă вĕрентÿ организацийĕн тепĕр икĕ ĕçченĕнчен вĕсене тÿленĕ премисене çине-çинех илсе тăнă. Хăйсене служба енĕпе япăх пуласран шикленнине кура лешсем çав укçана ăна парса пынă. Тăватă çулта директор çапла майпа хăйĕн сотрудникĕсенчен 661 пин тенкĕ ытла илнĕ.
Преступление Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем тупса палăртнă. «Суд икĕ çуллăх тĕрĕслев вăхăчĕ палăртса шкул директорĕ пулнăскере 4 çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварма йышăннă. Унăн çавăн пекех пĕр çулталăк патшалăх службин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен должноçĕсене йышăнма юрамасть. Ăна преступленисем тума пулăшнă хĕрарăма çулталăклăх тĕрĕслев вăхăчĕ палăртса 2 çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварнă», - пĕлтернĕ ФХСăн регионти управленийĕн официаллă представителĕ М.Афанасьева.
Профилактика
Диспансеризаци сывă та вăрăм пурнăç никĕсĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Профилактика мероприятийĕсем хăйсен тухăçлăхне кăтартса пачĕç, çавна май ĕçĕн çак çул-йĕрĕ тĕлĕшпе медицина пĕрлĕхĕ енчен тимлĕх пысăк. Çулталăк пуçланнăранпа профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевĕнче тата диспансеризацире республикăра пурăнакан 97 пин ытла çын пулма ĕлкĕрнĕ. 31 пин ытла çынна диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне хушма тĕпчев ирттерме тата консультаци илме янă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Енре пурăнакансен репродуктивлă сывлăхне çирĕплетес енĕпе Сывлăх сыхлавĕн министерстви «пурнăçри лару-тăрупа» ĕçлеме пуçланине палăртнă. Паян çĕнĕ цифра сервисне, 18-49 çулсенчи граждансен пысăк йышне пĕлтерĕшлĕ медицина информацине оперативлă майпа парассине тивĕçтерекенскере, йĕркелес енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр.
