Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Александра Ледюковăн «Туслăх кĕперĕ» ятлă кăларăмĕ кун çути курчĕ. Редакторĕ – Надежда Вечеркина, ÿнерçи – Наталия Орлова. Тиражĕ – 1530 экземпляр.
Александра Васильевна 1956 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. 1973 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Ульяновскри ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне çул тытнă. 1977 çулта алла диплом илсен хăй çуралса ÿснĕ ялта «Алгаши», каярах Тельман ячĕллĕ колхозсенче экономист пулса ĕçленĕ. Унтан пĕр хушă Чăнлă районĕнчи финанс пайĕнче вăй хунă. Халĕ Чăнлă район центрĕнче – Аслă Нагаткин ялĕнче – пурăнать, çырас ăсталăхне туптать.
Илемлĕ литература ăна шкулта вĕреннĕ çулсенчех илĕртнĕ. Уйрăмах сатирăпа кулăш лаççинче ĕçлекен çыравçăсен – Иван Мучин, Леонид Агаковăн, Хветĕр Уярăн, Виталий Енĕшĕн – хайлавĕсене кăмăлланă. Тен, çавăнпах каярах хăй те кĕске кулăшла калавсем çырма пуçланă. Чĕмпĕрте тухса тăракан «Канаш» хаçат вулаканĕсем лайăх пĕлеççĕ вĕсене.
«Туслăх кĕперĕ» кĕнекене 27 калав кĕнĕ. Вĕсене пурне те пурнăçран ÿкерсе илнĕ темелле: кунти геройсем – пирĕн тус-тăван, кÿршĕ-аршă, пĕлĕш-тантăш. Кулленех тĕрлĕ пăтăрмаха лекеççĕ вĕсем. Акă «Йĕтĕр» калаври Иванпа Манюк тĕрĕс-тĕкел пурăннă çĕртех харкашса каяççĕ: арăмĕн аллине лекнĕ йĕтĕр ним çук çĕртенех килте çил-тăман кăларать. Е тата «Трагеди» калавра Гальăпа Петюк хур пуснине çав тери мыскараллă ÿкерсе панă. «Хур пусмаллаччĕ паян…» текен сăмахсемпе пуçланать çак детективлă истори.
Автор персонажсен савăнăç-хаваслăхне те, пĕчĕк хирĕçĕвĕсене те ăста сăнарлать, вĕсен характерне чĕрĕ диалог тата тĕрлĕ палăртуллă деталь урлă уçса парать. Вулакан кĕнекери геройсемпе пулса иртекен пăтăрмахсемпе паллашсан кулмасăр чăтаймастех. Кĕнеке ырă кулăша хаклакансен кăмăлне каясса шанатпăр.
Надежда ВЕЧЕРКИНА
