xovВăхăт сисĕнмесĕрех хăвăрт шăвать. Тин кăна Анатолий Ильич Хованскин 80 çулхи юбилейне халалласа статья хатĕрленĕ пекчĕ, акă, халĕ паллă журналист, çыравçă сумлă 85 çулне паллă тума хатĕрленет. Çулталăкăн чи кĕске уйăхĕнче çуралнăскер, вăрăм кун-çул пурăнса питĕ нумай ĕç тума ĕлкĕрчĕ, тата тăвасси те иккĕлентермест.

Хĕрлĕçыр ялĕн тата Вăрмар районĕн Хисеплĕ граждани­нĕ асăннă ялта 1940 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче кун çути курнă. «Вăрçă ачи» - çакăнпа пĕтĕмпех каланă, çавăнпа та мĕнле терт-нуша курса ÿсни çинче чарăнса та тăрас килмест. Ялти пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Тикашри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. 1958 çулта Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çакă пĕтĕмпех унăн вĕренес туртăмĕ питĕ пысăк пулни çинчен калать. Тĕлĕн­ме те кирлĕ мар — ашшĕ, Илья Ефимович, 1915 çулта çуралнăскер, Аслă Оте­чественнăй вăрçăчченех Йошкар-Ола­ри вăрман техникумĕнче, институт­ра вĕреннĕ, Хусанта юрист пулас тесе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Карели тата Ленинград фрончĕсенче Çар трибуналĕн членĕ пулнă.

Салтак ячĕ тухсассăн, Анатолий Совет Çарĕн ретне тăрать. Виçĕ çул ытла /1959-1963 ç.ç.\ малтан Мускав çар округĕнчи Переславль-Залесский хулинче авиацин çамрăк специалисчĕсене вĕрентсе хатĕрлекен шкул курсĕнче пулать, унтан Белорусси çар округĕнчи Пинск хулинчи çар чаçĕнче службăра тăрать. Тăван тăрăха вăл 1963 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче аслă сержант званийĕпе таврăнать. Сăмах май, халĕ вăл — отставкăри капитан.

1963 çулхи апрель уйăхĕнчен Анатолий Ильичăн пурнăçĕнче тепĕр тапхăр пуçланать. Çав çул ăна ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн производство управленийĕн инструкторĕнче ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Тепĕр икĕ çултан ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйлаççĕ. Çав вăхăтрах, 1965 çултан, вăл ВЛКСМ Чăваш область организацийĕн ревизи комиссийĕн председателĕ те. Акă мĕн каласа парать çав вăхăт пирки хăй: «Комсомолта ĕçленĕ çулсем маншăн интереслĕ те савăнăçлă вăхăт пулчĕç. Чăваш область организацийĕн ревизи комиссийĕн председателĕ пулнă май, районсемпе хуласенчи комсомол комитечĕсене тăтăшах тухса çÿреме, тивĕçлĕ пулăшу пама тиветчĕ».

Яланах çамрăксем хушшинче пулнă май, Анатолий Ильич хăйĕн ертÿлĕх талантне пур енлĕн уçса парать. Тĕр­лĕ мероприятисене йĕркелесе, хутшăнса ирттернисĕр пуçне, вĕсем çинчен вăл массăллă информаци хатĕрĕсенче те çырса кăтартать. Ачаранах «Хĕр­лĕ ялав» хаçатпа туслă пулнăран, ку уншăн темле йывăрлăх пулса тăмасть. Çакна шута илсех ĕнтĕ, ăна 1968 çулхи февраль уйăхĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕ пулма çирĕп­летеççĕ. Ун чухне ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн организаци пайĕн заведующийĕ пулнă В.Алексеев сăмахĕсемпе каласан, «Ĕçе çÿллĕ шайра йĕркелеме, çынсемпе ĕçлеме пултарнине тата пичетре материалсем тăтăшах тухса тăнине шута илсе Анатолие «Хĕр­лĕ ялав» хаçат редакторĕн заместительне сĕнтĕмĕр».

Çапла вара февраль уйăхĕнче тĕн­чене килнĕ Анатолий Ильич Хованскин пурнăçĕ тепĕр 28 çултан каллех çак уйăхранах чи вăрăм та тухăçлă тапхăра куçать. Валерий Алексеевичах сăмах парар-ха: «Çакăнта вăл хăйне чи лайăх енчен кăна палăртать. Ĕç авăрне хăвăрт кĕрсе каять, хаçат активĕпе — ялкорсемпе, рабкорсемпе туслашать, хăй те нумай тата ĕçе пĕл­се çырать. ВЛКСМ райкомĕпе çыхăну тытсах тăрать, вăл пулăшнипе эпир райхаçатра çамрăксен страницисем кăлартăмăр, вĕсенче ВЛКСМ райкомĕн тата вырăнти комсомол организацийĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн çутатса пытăмăр. Хаçат производствăра çитĕнÿ тăвакан çамрăксем пирки нумай çырчĕ».

Официаллă майпа журналистикăна чăнах та Анатолий Ильич çапла майпа пырса кĕнĕ. Анчах пурте пĕлетпĕр, çÿлтен хушнипе журналист пулаймас­тăн, çак туйăм ăшра амаланса ÿсмелле. Çакăн пек пĕрремĕш суйлав тума Тикашри шкулта вĕренекен Анатолие... кĕл пулăшнă. Çапла, çапла. Вăрçă хыççăнхи çулсенче, каярах та, шкул ачисем ял хушшинче кивĕ хут, тимĕр-тăмăр, кĕл тата ытти те пухнă. Халĕ А.Бе­лова паллă журналистăн статйинчи йĕр­кесем /ăна А.И.Хованский каласа панă\: «Пĕррехинче эпĕ кĕл пухмалли задание ирттерсе пурнăçларăм. Калиса Хованская, Анна Михайлова, Анна Сорокина, Федор Сапаркин хăйсен килĕсенчен кĕл нумайрах парса мана пулăшрĕç. Вĕсем çинчен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра çырса кăтартса хавхалантарас терĕм. Пĕр кĕтмен çĕртен манăн заметкăна пичетлесе кăларчĕç. Эпĕ çакăншăн питĕ савăнтăм. Материалсем татах çырма пуçларăм. Акă мана редакци ирттерекен ялкорсен канашлăвĕсемпе çамрăк корреспондентсен слечĕсене чĕнме пуçларĕç. Хаçатпа тытакан çыхăну çирĕпленсех пычĕ». Акă хăçан тĕвĕленме пуçланă иккен кайран вышкайсăр çĕкленсе кайнă пултарулăх. Çамрăк чухне чун çĕнĕлĕх ыйтать, пурнăç таппинчен юлас килмест. Чăваш АССРĕнче 1957 çулхи декабрьтенпех СССР журналисчĕсен Союзĕн Чăваш уйрăмĕ ĕçлеме тытăннă пулин те, пирĕн районтан пĕр çыравçă та çак пĕрлешÿре тăман. Анатолий Ильич ку енĕпе пĕрремĕш утăм тăвать. «Капкăн» журналта ĕçленĕ Г.Мальцевпа «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пай заведующийĕ А.Крысин рекомендаци панă хыççăн А.Хованский 1971 çулхи августăн 15-мĕшĕнче СССР журналисчĕсен Союзĕн районти пĕрремĕш членĕ пулса тăрать. Пуçламăшĕ пур. Çамрăк журналистăн ĕмĕчĕсем вара тата пысăк — районта журналистсен пуçламăш организацине йĕркелесси. Çакă 1974 çулта пулса иртет. Хаçатри çырусен пайĕн заведую­щине А.Беловăна, яваплă секретаре А.Павлова СССР журналисчĕсен Сою­зĕн членне илеççĕ, ку пуçламăш организаци йĕркелеме май парать. Çакăн пек тытăм йĕркелени уйрăм журналистсемшĕн кăна мар, пур çыравçăсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнă. Акă мĕн аса илет çакăн пирки Анисса Егоровна: «Тин кăна йĕркеленнĕ организацие пулăшма республикăри журналистсен организацийĕн яваплă секретарĕ А.Николаев фронтовик килсех çÿрерĕ, район журналисчĕсем унпа тачă çыхăну тытрĕç. Хаçат редакцийĕпе журналистсен организацийĕ умĕнче çапла задача тăнă - рабочи тата ялти корреспондентсемпе ĕçлессине лайăхлатмалла, район умĕнче тăракан задачăсене пурнăçлас тĕллевпе ĕç çыннин факторне хаçат­ра тĕплĕнрех уçса кăтартмалла, малта пыракансене ытларах сăмах памалла. Çав задачăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кашни кварталтах обществăлла корреспондентсемпе канашлусем ирттернĕ. Вĕсем тухăçлăрах иртчĕр тесе канашлусемпе слетсене Шупашкартан паллă писательсемпе поэтсене чĕн­нĕ. Тĕрлĕ çулсенче хаçат редакцийĕнче хамăр ентеш В.Алентей, А.Воробьев, В.Давыдов-Анатри, М.Малгай, П.Ялкир, Ю.Петров, В.Тимаков писательсем пулчĕç». Çакă чăваш литературине аталанма та витĕм кÿнĕ. Часах хаçат редакцийĕ çумĕнче литература пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ.

Çапла «пĕрремĕш» сăмах Анатолий Ильича питĕ çывăх. Аслă вăрçă хыççăн районта пурăнсах пĕрремĕш кĕнеке кăлараканĕ те вăлах пулнă тесе çирĕплетме пулать. 1975 çулта Чăваш кĕнеке издательстви унăн «Спорт — пирĕн тус» кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта Вăрмар районĕнче физкультура коллективĕсемпе чаплă спортсменсем çинчен çырса кăтартнă. Çакăнтан çыравçăн пултарулăхĕнче спорт тĕп тема пулса тăнă тесе каламалла. Анчах ку каярах пулĕ, вара вăл пуçĕпех журналистика тĕнчине кĕрсе каять. 1975 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна Муркаш районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакторне лартаççĕ. Кунта вăй хунă хушăрах журналистсен Союзĕн Чăваш Республикинчи правленийĕн членĕ те пулать. Тăван тăрăха та манмасть - 1976 çулта А.Григорьевăн пичетленсе тухнă «Мăнçырма» кĕнекине редакцилет. Пĕлĕвне те ÿстерсех пырать. 1977 çулхи сентябрьте партин Чулхулари Аслă шкулне журналистика уйрăмне вĕренме каять /сăмах май, 1970 çулта вăл Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренсе пĕтернĕ\.

Тăван ен тăван енех пуль çав, 1978 çул вĕçĕнче вăл тăван районта, декаб­рĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа «Хĕрлĕ ялавра» ял хуçалăх пайне ертсе пырать. 1987 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен — редакторăн заместителĕ, 1991 çулхи августăн 31-мĕшĕнчен тĕп редактор заместителĕ — яваплă секретарь. Пĕтĕмпе Вăрмар район хаçатĕнче 2010 çулхи февральччен /каллех февраль!\ ĕçленĕ. Мĕн курман, мĕн витĕр тухман пулĕ çакă хушăра? Анчах пурин витĕр те тивĕçлĕ тухнă. Çакăн çинчен тĕрлĕ Хисеплĕ ятсем, Хисеп хучĕсем, наградăсем калаççĕ. Миçе конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăман-ши тата? Пурне те çырас пулсассăн, çак статьяра вырăн çитмест, ĕненĕр. Çавăнпа та хăшĕсене кăна асăнасшăн. Анатолий Ильич Хованский — Чăваш Респуб­ликин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2004\, Хĕрлĕçыр ялĕн /2015\, Вăрмар районĕн /2016\ Хисеп­лĕ гражданинĕ, В.Алендей премийĕн лауреачĕ /2012\, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ /2021\. ЧР Спорт министерстви ирттерекен конкурс-смотрта «Чи пултаруллă спорт публицисчĕ» номинацире темиçе хутчен Дипломсене тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсем: ЧР Патшалăх Канашĕн, РФ пичет, телерадиовещани тата массăллă коммуникацисен министерствин, Раççей журналисчĕсен Союзĕн Хисеп хучĕсем. Наградăсем: «Ĕç ветеранĕ» /1990\, «Наци спорчĕшĕн ĕçленĕшĕн» /2014\, «Вăрçă ачисем» /2018\ медальсем....

Халĕ кĕнекесем патне таврăнар-ха. 1975 çул хыççăн иккĕмĕш кĕнеки тепĕр 25 çултан, 2000 çулта, кун çути курать. Каларăмăр, çыравçăн пултарулăхĕнче спорт теми тĕп вырăнта, «Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ» кăларăма вăл Вăрмарти ачасемпе çамрăксен Спорт шкулĕ 30 çул тултарнине халалланă. Малтанах каласа хăварас, пичетленсе тухнă 13 кĕнекерен 8-шĕ физкультурăпа тата спортпа çыхăннă.

Малалла йĕркипе кайăпăр: «Тăван ялăм - «Хĕрлĕçыр» /2001\, «Тумхахлă та мухтавлă çулпа» /2003\, «Вăрмарсем — Олимп çулĕпе» /2009\, «Пĕр тăван Таратинсем» /2010\, «Олимп çулĕ такăр мар» /2012\, «Олимп çулĕ такăр мар», хушма кăларăм, «Вăрмар районĕн спорт энциклопедийĕ» /2014\, «Звезды спорта Урмарского района» /2017\, «Молодость наша — комсомол» /2018\, «К Олимпийским высотам» /2021\, «Манăн кун-çул — манăн пуянлăх» /2023\. Унсăр пуçне Анатолий Ильич «Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Рес­публики» //2016\ кĕнекене редакцилес ĕçе пысăк тÿпе хывнă, «Энциклопедия Урмарского района» кăларăма хатĕрлесси те унран айккинчен ирт­се кайман.

Ăçтан тухать тăпăлкка çеç çынра çавăн чухлĕ вăй çакăн пек пысăк ĕç туса ирттерме? Ку ыйту çине вара чă­вашсем ĕлĕкех хурав панă: «Вăйне кура вăй вылять». Чăн та, юратнă ĕçе тытăнсан вăй çумне вăй хушăнатех.

Владимир ТОЛМАТОВ, РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика