«Урмарочка» — чемпион!

uА.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнчи Александра Теплова тренер хатĕрлекен «Урмарочка» волейбол команди çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тă­вать. Кăçал командăри çамрăк волейболистсем 2010 çулхи тата кĕçĕнрех хĕрсем хушшинче волейболла выляссипе иртнĕ Чăваш Республикин мала тухмалли ăмăртăвĕсенче чемпион пулса тăнă.

Ăмăртусен финалĕ Тăвай округĕнчи «Аль» спорт шкулĕнче иртнĕ. Унта регионти чи вăйлă командăсем — тĕрлĕ муниципалитетсен представителĕсем хутшăннă. Кашни матч çивĕч пулнă, çамрăк спортсменсен пысăк пултарулăхне уçса панă. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ çумĕнчи «Урмарочка» волейбол команди асăннă ăмăртусенче ытти командăсене çăмăллăнах парăнтарса 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, ылтăна тивĕçнĕ. 2-мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарти «Альтера СШ ;1», 3-мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарти «Взгляд СШ ;1» командăсем йышăннă. Çавăн пекех чи ăста вылякан волейболистсене те палăртнă. «Урмарочка» командăран «Чи лайăх вăйăçă» ята Виктория Михайловăна панă.

Палăртма кăмăллă, хальхи сезонра «Урмарочка» команда çак йышпах тата çак ÿсĕмрех 2 хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулма тивĕçнĕ. Кун пек çитĕнÿ Вăрмар округĕн историйĕнче унччен пулман-ха.

Павел ТЕПЛОВ, тренер

Бокс турнирĕ иртнĕ

Майăн 9-мĕшĕнче А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Меркурий Николаевич Николаева асăнса бокс енĕпе мала тухассипе Вăрмар муниципаллă округĕн ăмăртăвĕсем иртнĕ. Асăннă турнира 10 çул каялла ирттерме тытăннă, çулсеренех унта республикăри чи вăйлă боксерсем хутшăнаççĕ.

BЙăлана кĕнĕ йĕркепе турнирăн хисеп­лĕ хăнисем хушшинче ветерансем, çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулнă. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Чăваш Республикинчи бокс Федерацийĕн председателĕ Эдуард Иванов, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тухса калаçнă. Çавăн пекех спорт мероприятине уçма Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Михаил Пуклаков, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин хисеплĕ ветеранĕ Василий Нягин полковник, Раççей çар-тинĕс флочĕн ветеранĕ Владимир Николаев мичман тата ыттисем те хутшăннă.

А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ çумĕнчи фитнес-аэробика уйрăмĕн «Чĕре ритмĕ» команди /руководителĕ — Надежда Давыдова\ спортсменсемпе куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарса пурин кăмăлне те çĕкленĕ.

Ринг çине Çĕрпÿ, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Чĕмпĕр хулисенчен, Вăрмар поселокĕнчен, Красноармейски салинчен 90 ытла спортсмен тухнă. Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине чи вăйлисем тата хастаррисем хăпарма тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче Вăрмар округĕн боксерĕсем те пулнă. Акă вĕсем: Егор Григорьев, Глеб Константинов, Иван Иванов, Никита Семенов, Богдан Казаков, Никита Топтыгин, Артем Константинов, Алексей Романов, Егор Васильев, Алексей Алексеев, Даниил Тупиков, Виктория Константинова.

Çакăн пек ăмăртусем спорт аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама пулăшаççĕ.

Галина ЖУК, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ

Артерири юн пусăмĕ хăпарассинчен сыхланăр

Майăн 12-18-мĕшĕсенче Раççейре Артерири юн пусăмĕ хăпарассине профилактикăламалли эрне иртет. Ăна майăн 17-мĕшĕнче паллă тăвакан Артери гипертонийĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалланă.

Юн тымарĕсем çине юн шалтан мĕнле вăйпа пуснине артерири юн пусăмĕ теççĕ. Гипертони — хальхи саманара анлă сарăлнă чир. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн даннăйĕсем тăрăх, унпа çĕр çинчи 1 миллиард ытла çын аптăрать. Гипертони — ултавлă чир, вăл хăш чухне пĕр симптомсăр пулма пултарать, çавăнпа чылай çын унăн сыв­лăхĕ хăрушлăхра пулнине сисмест те. Анчах, вăхăт иртнĕçемĕн, вăл юн тымарĕсене, чĕрене, пÿрене тата пуç мимине сиен кÿрет, инфаркт, инсульт тата ытти чир патне те илсе çитерме пултарать.

Сывлăха упраса хăварас тесен юн пусăмĕн виçине тĕ­рĕс­лесех тăмалла, тимлемелле. Хăвăра аван туятăр пулсан та — юн пусăмне тăтăшах виçсе тăрăр. Тĕрĕс апатланăр: тăварлă, çуллă апатран пăрăнмалла, ытларах пахчаçимĕç, улма-çырла çиме тăрăшăр, кĕрперен хатĕрленĕ апат çийĕр.

Активлă пулăр: кунне 30 минут та пулин çуран утăр, шыв­ра ишĕр е гимнастика тăвăр. Сиенлĕ йăласенчен пăрăнăр: пирус туртни, эрех-сăра ĕçни гипертонипе чирлес хăрушлăха ÿстерет. Лăпкă пулма тăрăшăр: тарăннăн сывлама хăнăхăр, йогăпа туслашăр, урамра уçăлса çÿрĕр.

Марина МАРКОВА, Вăрмарти тĕп больницăн медицина профилактикин кабинечĕн медицина сестри

Алкоголизм — çынна тĕп тăвакан чир

Сывă пурнăç йĕркин тĕп енĕсенчен пĕри сиенлĕ йăласенчен пăрăнасси пулса тăрать. Çын сывлăхне сиен кÿрекен йăласенчен пĕри — эрех ĕçни. Алкоголизм чирĕн хăрушлăхĕ пирки Вăрмарти тĕп больницăн психиатр-наркологĕпе Вячеслав Семеновпа калаçрăмăр.

— Вячеслав Андреевич, ăçтан пуçланать-ха çынна тĕп тăвакан çак чир?

— Алкоголизм çын организмĕнче сисĕнкĕсĕр пуçланать. Кашни эрех ĕçмелли сăлтав пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чир умне илсе çитерет. Тăтăшах эрех ĕçмелли тĕрлĕ сăлтав тупăнсах тăни е харпăр хăй çакна шырани ĕçке ерниех пулать. Шел те, тăтăшах эрех ĕçекен çын çакă алкоголизм чирне куçнине йышăнасшăн мар.

— Алкоголизм чирĕн паллисем мĕнлерех-ши?

— Алкоголизм чирĕ енне сулăннă çыннăн тăтăшах эрех ĕçес килни палăрма тытăнать. Çак вăхăтра вăл хăй эрех ĕçнине тĕрлĕ сăлтавсемпе çыхăнтарать. Унăн пĕтĕм шухăшĕ те хăвăртрах эрех ĕçме васкасси пулса тăни уççăнах сисĕнет. Сĕтел хушшинче е ытти çĕрте пĕр черкке ĕçсенех çын хăйне контрольлеме пăрахать. Вăл ним пĕлми пуличченех ĕçме пултарать. Тăтăшах эрех ĕçнине кура организм хăнăхса каять те ытларах та ытларах çак шĕвеке ыйтма пуçлать. Енчен те çын çак тапхăрта ĕçме чарăнмасан чир шала каять. Çын мухмăр чĕртес тесе эрехшĕн хыпаланса çÿрени чирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнине пĕлтерет. Вăл пĕрер уйăх таран та ĕçме пултарать.

— Çын нумай вăхăтчен эрех ĕçсен унăн организмĕнче улшăнусем пулса иртеççĕ-и?

— Нумай вăхăт эрех ĕçсе пурăнни çын организмĕнче йĕр хăвармасăр иртмест. Йывăр чирсем /пĕвер циррозĕ, чĕре чирĕ, сосудсем сиенленеççĕ, апат пырĕн ракĕ\ пуçланса çын инвалид пулса юлать е вилме те пултарать. Пуç миминче те улшăнусем пулса иртеççĕ.

— Алкоголизм чирĕнчен сывалма пулать-и?

— Шел пулин те, алкоголизмран сывалма йывăр, вăл ĕмĕр­лĕх диагноз. Пĕр тумлам та ĕçмесен кăна чире чарса лартма пулать. Çакна çыннăн хăйĕн ăнланса илмелле е ятарлă врачран пулăшу ыйтмалла. Эрех ĕçмесĕр 15 çул пурăнсан та çын ĕçсе кайма пултарать, çавăнпа та пĕр тумлам та эрех сыпмалла мар.

 

«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика