Пинерти территори пайĕ 4 яла пĕрлештерсе тăрать: Пинер, Вăтакас, Çÿлти Кинчер, Аялти Кинчер. Пинер ялĕнче хальхи вăхăт тĕлне 603 çын пурăнать, 324 уйрăм хушма хуçалăх, Вăтакас ялĕнче 158 çын, 104 уйрăм хушма хуçалăх, Çÿлти Кинчерте 233 çын, 118 уйрăм хушма хуçалăх, Çĕнĕ Кинчерте 132 çын, 99 уйрăм хушма хуçалăх. Пĕтĕмпе 4 ялпа 1126 çын пурăнать. Ял тăрăхĕнче «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество, «Крылов В.Н.», «Крылов А.В.», «Арманов В.К.», «Васильев А.Ю.», «Васильев С.Н.», «Хмелев С.Н.», «Шуйский Г.В.», «Федоров В.Ю.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ.
Пинерти территори пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программисене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă. Вырăнти хăйтытăмлăх ĕченĕсемпе ял халăхĕ пĕрле çыхăнса ĕçленĕрен ял тăрăхĕнче тĕрлĕ программăсем пурнăçланаççĕ.
Пинерти территори пайĕн пуçлăхĕнче 2022 çулхи март уйăхĕнчен Çÿлти Кинчер ялĕнче çуралса ÿснĕ Мираида Васильевна Симонова ĕçлет. Çамрăкранпах Хусан хулинче пурăннăскер, аслă медицина пĕлĕвĕ илсе медицинăра нумай çул вăй хунăскер, пурăна киле хăйне урăх сферăра тĕрĕслесе пăхма шутлать, тăван тăрăхри вырăнти хăйтытăмлăхра муниципаллă служба ĕçне кÿлĕнет. Çапла Мираида Васильевна Вăрмар районĕнчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем хушшинче пĕртен-пĕр хĕрарăм.
2021 çулта Вăтакасра шыв башнине юсанă, Николаев урамĕнче электричество проводисене улăштарнă. Çÿлти тата Çĕнĕ Кинчер ялĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа лартнă асăну палăкĕсене юсанă. Вăтакас ялĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа астăвăм палăкĕ туса лартнă, пĕтĕмĕшле проект хакĕ 167 пин тенкĕ, çак суммăран 32 пин тенкине халăхран пуçтарнă пулнă.
2022 çулта Вăтакас ялĕнче çĕнĕ модульлĕ клуб хута кайрĕ. Ăна та пуçарулăх бюджечĕн программипе хăпартса лартнă. Проект хакĕ 2 миллион та 273 пин тенкĕлĕх пулнă, республика бюджетĕнчен 1 миллион та 363 пин те 800 тенкĕ уйăрнă, ял çыннисем 250 пин тенкине пухса панă. Ытти укçа-тенкĕ — вырăнти бюджетран.
Çĕнĕ Кинчерте Школьная урамра 100 метр тăршшĕ тăсăлакан тротуар сарнă. Ăна та халăхра анлă сарăлнă пуçарулăх бюджечĕн программине тĕпе хурса тума май килнĕ. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ 488 пин те 452 тенкĕлĕх. Халăхран пуçтармалли укçа-тенкĕ пайне /97 пин тенкĕ\ «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество ертÿçи Петр Николаевич Крылов панă.
«Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче кашни çулах çулсене юсанă. Пĕлтĕр Пинерте Школьная урамри, виçĕмçул Новая урамри, 2021 çулта Зеленая урамри, 2021, 2022 çулсенче Вăтакасри Первомайская урамĕнчи çул-йĕре юсанă.
Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса Пинерте пĕлтĕр Ахплат урамĕнчен ЧАССР-а — 60 çул урамне каçмалли кĕпер урлă 200 пин тенкĕлĕх çутă кĕртнĕ. Çак ĕçе пурнăçлама ял çыннисем пĕр кунтах 40 пин тенкĕ пухса панă.
Çÿлти Кинчерте 150 пин тенкĕлĕх çăлкуçа хăтлăх кĕртнĕ. Ял халăхĕ 30 пин тенкĕ пуçтарнă. Çавăн пекех Çÿлти Кинчер ялĕнче Рудольф Петров ячĕпе хисепленекен урамра 300 метр тăршшĕ асфальтлă çул сарнă. Пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçланнă проектăн хакĕ 4 миллион та 319 пин тенкĕпе танлашнă. Çак калăпăшлă ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 2 миллион та 591 пин те 474 тенкĕ уйăрнă, ял халăхĕн 800 пин тенкĕ пуçтармалла пулнă, анчах та 600 пин тенкине кăна пуçтарса панă. Çитмен суммăна Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тăрăшнипе район бюджетĕнчен уйăрнă. Çÿлти Кинчер çыннисем çакăншăн округ администрацийĕн пуçлăхне Василий Викторович Шигильдеева чун-чĕререн тав тăваççĕ.
http://gazeta1931.ru/gazeta/11621-pinerti-territori-paj#sigProIde635240004
Кăларăма Эвелина Михайлова хатĕрленĕ
— Ял халăхĕн пурнăç шайĕ лайăхлантăр тесе кулленхи ĕçе пурнăçласа пыратпăр. Çынсемпе ĕçлеме килĕшет, ял тăрăхĕнче епле те пулин ĕç тусан, çĕнĕ объект хута ярсан чун-чĕре савăнать, хавхалану туйăмĕ çуралать. Паллах, ĕçтешсен пулăшăвĕсĕр, вĕсен кал-кал тăрăшуллă ĕçĕсĕр май килмест. Манпа пĕрле ĕçлекен специалистсем çав тери маттур. Акă Людмила Анатольевна Боредская тĕп специалист-эксперт 30 çул ытла тăрăшса ĕçлет муниципаллă службăра, унăн тума пĕлменни, пĕлмен япала çук, документсене вăхăтра, тĕрĕс пурнăçласа пырать. Çавăн пекех Надежда Вениаминовна Рюмцева ертсе пыракан специалист та маттур, пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Туслă ĕçлетпĕр пĕр-пĕрин хушшинче. Ытти ял территорийĕсен пуçлăхĕсем те сĕнÿ-канашпа пулăшсах тăраççĕ. Малашнехи плансем те пысăк-ха пирĕн. Пинерти культура çуртне капиталлă юсав тума документсене хатĕрлесе ЧР Культура министерствине тăратрăмăр. «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Пинерти культура çуртне тĕпрен юсама палăртнă. Çÿлти Кинчер ялĕнче клуб тăвасшăн. Çавăн пекех кăçал 3 шыв башнине тĕпрен юсама ЧР Строительство министерствине заявкăсем янă.
Хăш-пĕр ял çыннисем пирĕн ĕçе ăнланса та пĕтереймеççĕ пулĕ, анчах та территори пайĕ пĕр талăк ĕçлемесенех пирĕн ĕç мĕне тăнине ăнланса илĕтчĕç. Юмахри пек асамлă вăй çук пирĕн, апла пулин те, çине тăрса ĕçлетпĕр, ялсен малашлăхĕшĕн тăрăшатпăр. Пур ял çыннине те пĕлсе пĕтерейместĕп паллах. Ял халăхĕпе çыхăнса ĕçленĕ май старостăсем активлă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ, яланах пулăшса пыраççĕ. Тавтапуç пурне те пĕрле ĕçлесе пынăшăн».