СВО1

Шел пулин те, ятарлă çар операцийĕ малаллах пырать-ха. Анчах та кашниех вăл часрах вĕçленессе, салтаксем килĕсене сывă-чĕрĕ таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. СВО-ри салтаксен çывăх çыннисем, чылайранпах канăç çухатса пурăнаканскерсем, тăванĕсемпе телефонпа калаçайман вăхăтра вĕсем социаллă сетьре, мессенджерсенче сетьре миçе сехетре пулнине сăнаса тăраççĕ, вĕсемшĕн пĕр вĕçĕмсĕр Турра кĕл тăваççĕ. Ял çыннисем пĕрле пухăнса хальхи вăхăтра салтаксене пулăшу кÿрес тесе маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Акă пĕлтĕрхи октябрĕн 11-мĕшĕнчен районта чи малтисен йышĕнче маскировка сечĕсем çыхма тытăнчĕç киввăрмарсем, чи малтан шкулта. Çак пархатарлă ĕçе паянхи кунчченех тăсаççĕ вĕсем. Кунсерен икĕ сменăпа ялти клуба пухăнаççĕ. Вĕсен йышĕнче пĕрремĕш сменăра: Юлия Гурьева, Елена Петрова, Галина Желтухина, Зоя Виссарионова, Анжела Григорьева, Альбина Енькова, Аля Ефимова, Татьяна Васильева. Иккĕмĕш сменăра Вера Енькова, Елена Эверскова, Юлия Прокопьева, Валентина Григорьева, Людмила Борисова, Светлана Шурина, Ираида Васильева, Людмила Петрова, Маргарита Антонова, Сергей Антонов. Пĕтĕмпе 105-мĕш сетка çыхса пĕтернĕ туслă йышпа пĕлтĕртенпе. 2-3 кун иртет пĕр сетка çыхма. Хатĕр сеткăсене салтаксен заявкипе СВО-на ытларах Вăрмарти Сергей Козлов, Кивĕ Вăрмарти Иван Борисов волонтер урлă гуманитари тиевĕпе парса яраççĕ. Юлашки хутĕнче Сергей Козлов урлă 10 сетка парса янă! Клубра тĕттĕм симĕс, çутă хăмăр, хура тĕслĕ агроспан тĕркисем выртаççĕ. Вĕсене шкулта ятарлă станокпа касаççĕ те сетка çыхмалли лентăсем хатĕрлеççĕ. Шкул директорĕ Сергей Антонов, Виталий Алексеевпа Виталий Андреев шкул хуралçисем хăйсем çине илнĕ ку тивĕçе. Сетка çыхмалли пур материала та ял активисчĕсем, ырă чунлă ял çыннисем пуçтарнă укçа-тенкĕпе тянаççĕ.

Кивĕ Вăрмар клубĕнче маскировка сечĕ çыхакан йышпа çак кунсенче тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнакан Анатолий Николаевич Борисов тĕл пулчĕ. Сетка çыхакансене тав тума, курма килнĕ Анатолий. СВО-ра аманса госпитальте сипленнĕ хыççăн пĕр вăхăт хушши килте вăл хальхи вăхăтра. Ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ. Вăрçă хирĕнче санинструктор Анатолий. Унăн тивĕçĕ — передовойĕнче аманакан салтаксене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парса малалла сипленме эвакуацилесси. «Украинăра хĕлле пулмасть тесен те йăнăш мар, чи нумаййи — пĕр эрне. Шурă тĕслĕ маскировка сечĕсем кирлĕ мар, хальлĕхе симĕссисем, каярах вара çутă хăмăр, тĕттĕмрех тĕслисем кирлĕ пулĕç. Пурне те тав сире пулăшнăшăн», - терĕ Анатолий ял-йыша тав туса. Сăмах май, Анатолийăн пиччĕшĕ Иван та час-часах çÿрет гуманитари тиевĕпе Украинăна.

Анатолий Борисов салтак малалла калаçрĕ: «Çапăçу хирĕнче пуринчен те хăрушши — çын патне пĕр сасăсăр вĕçсе килсе амантакан, тĕп тăвакан дрон. Хăйĕн киревсĕр ĕçне тăвиччен 3-4 çеккунт юлсан кăна илтсе юлма пулать ăна иккен. Хăв патне çитсессĕн сисместĕн те. Тепĕр çын патне вĕçсе киличчен 100-200 метр юлсан илтетĕн, сисетĕн. Ун пек чухне ĕлкĕрсен раципе шăнкăравласа пĕлтеретпĕр пĕр-пĕрне. Çавăн пекех хальхи вăхăтра ятарлă плащ тăхăнма пулать. Лайăх япала. Ун патне дрон пыраймасть. Плащ çыннăн ăшшине хăйĕн тулашĕнчен кăлармасть. Тарлаттарасса тарлаттарать вăл, анчах та чĕрĕ юлатăн». Анатолий сăпайлă чăн-чăн салтак, медальсем илни çинчен те каламасть, ыттисемпе пĕрле тăрса сăн ÿкерĕнме те килĕшмерĕ...

Ялти культура çуртĕнче иртнĕ тĕлпулăва çавăн пекех ЧР Хĕрарăмсен Канашĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова, Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин председателĕ Людмила Голубева, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Федотов та хутшăнчĕç. Мероприятире чыслав та пулчĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен Канашĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова Кивĕ Вăрмарти Хĕрарăмсен канашĕн членĕсене ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Тав хучĕпе чысларĕ /ÿкерчĕк çинче\.

Çак пулăмсем йăлтах пĕр кунта — Ыркăмăллăх кунĕнче иртни пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика