
Шкул театрĕсен IV-мĕш «Асам» фестивалĕ малалла пырать. Муниципалитетри тапхăрăн çĕнтерÿçи — «Мельпомена» театр коллективĕ /руководителĕ Е.И. Ларионова\ фестивалĕн зонăри тапхăрне хутшăнчĕ.
Вăрмар, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕрпÿ округĕсенчи чи вăйлă çичĕ коллектив Сĕнтĕрвăрринчи Культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Пурĕ вара зонăри тапхăра 23 муниципалитетри 32 театр хутшăнать.
Кăçалхи фестивалĕн теми — Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ. «Мельпомена» театр «Уйăх çинчи хĕр» ятлă чăвашла спектакль лартса пачĕ. Жюри — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсемпе режиссерсем — спектакльсене тĕплĕн тишкерчĕç, вĕсен вăйлă енĕсене палăртрĕç, малалла аталанма сĕнÿсем пачĕç.
Фестивалĕн финалĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн пысăк сцени çинче иртĕ. Унта çĕнтерÿçĕсене палăртса наградăсем парĕç.
Людмила ИВАНОВА, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ
