95a9d83b a6d5 4efb b97c 56d4d65257c7Порфирьевсен йышлă та туслă çемйи Арапуç ялĕнче хăтлă та кап­мар çуртра пурăнать: ашшĕ — Олег Иванович, амăшĕ — Анжелика Михайловна, ывăлĕсем Дима, Кирилл, Даниил, Женя, хĕрĕсем Настьăпа Милена тата вĕсен юратнă кукамăшĕ Людмила Вячеславовна.

Ĕмĕтленни пурнăçланнă

Пур енчен те ырă тĕслĕх­лĕ çемьере килĕшÿпе ăнлану малти вырăнта. Тăван кил-çурт вучахне тимлĕн те тирпейлĕн упракан, ĕçченлĕхпе палăракан Анжелика Михайловнăпа Олег Иванович ачисене те ĕçпе пиçĕхтерсе, тĕрĕс воспитани парса ÿстереççĕ, мал ĕмĕтлĕ те ырă кăмăллă пулма, çынсене хисеплеме, Тă­ван çĕршыва юратма хăнăхтараççĕ. Ахальтен мар 2022 çулта вĕсене «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысланă. Сумлă наградăна вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен илме тивĕçнĕ.

Анжелика Михайловнăпа Олег Иванович нумай çул Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ĕçленĕ. Олег Иванович — çуртсемпе хуралтăсен юсавлăхне тимлекен рабочи пулса, Анжелика Михайловна — çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмра социаллă работникре. Икĕ çул каялла вара вĕсем ялти «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхма вырнаçнă.

Çирĕп çемье çавăрса пурнăç çулĕпе алла-аллăн утăмлама пуçланăранпа, пĕр-пĕрне яланах юратма, хисеплеме, упрама, пĕр-пĕриншĕн тĕрев­пе шанчăк пулма Турă умĕнче тупа туса венчет тăнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнĕ вĕсен. «Çулсем ним сисĕнмесĕр иртрĕç. Тин кăна мăшăрăмпа хĕрпе каччăлла алăран çавăтăнса çÿреттĕмĕр, пуласлăх пирки калаçаттăмăр, хамăрăн кил-çурт, ача-пăча пирки ĕмĕтленеттĕмĕр — мĕн шутлани, ĕмĕт­ленни пĕтĕмпех пурнăçланчĕ темелле, — каласа парать Анжелика Михайловна. — Эпĕ çемьере пĕртен-пĕр ача пулнă. Атте çамрăклах çĕре кĕнĕ, анне Людмила Вячеславовна ĕмĕр тăршшĕпех Вăрмар райповĕнче бухгалтерта ĕçлерĕ. Мана пĕчченех ура çине тăрат­рĕ. Çавăнпа хамăн çемьере ача-пăча йышлă пулать тесех качча тухрăм. Сăмах май, анне хăй те çемьере пĕртен-пĕр ача пулнă, халĕ ултă мăнукĕшĕн çав тери хĕпĕртет вăл, вĕсене чун ăшшине шеллемесĕр парнелет. Олегсем вара тă­ватă пĕртăван çитĕннĕ. Тумхахлă пурнăç çулĕ çинче пĕртăвансем юнашар пулни пысăк пĕл­терĕшлине мăшăрăм ла­йăх ăнланать. Çавна курах ачасене туслă пулма, кирлĕ чухне пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентет».

Анжелика Михайловнăпа Олег Иванович çак ялтах çуралса ÿснĕ, кÿршĕллĕ пурăннă. «Олег манран 10 çул аслă. Эпĕ унăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе тус-юлташлăччĕ, майĕпен Олегпа та калаçма пуçларăмăр, пĕр чĕлхе тупрăмăр. Лăпкă, ĕçчен, шанчăклă çын пулнăран вăл манăн чĕрене тыткăна илчĕ. Шкул хыççăн эпĕ Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕрентĕм. Дип­лом илнĕ çулах туй кĕрлеттертĕмĕр», — каласа пачĕ Анжелика Михайловна.

Тăван ялĕнчех тĕпленнĕ

Ял пурнăçне юратнăран Порфирьевсем тăван Арапуçрах тĕпленме шухăшланă. Çемьене пĕрремĕш ывăлĕ Дмитрий килсе ашшĕ-амăшне телей кÿнĕ. Вăл Арапуçри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлÿ илнĕ, çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Тăван тăрăха таврăнсан 39-мĕш пушарпа çăлав чаçне ĕçлеме вырнаçнă. Халĕ Дмитрий Олегович округри надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕн аслă инспекторĕнче вăй хурать. Ахăртнех, çак профессие ахальтен суйламан вăл — ашшĕ Олег Иванович Арапуç ялĕн хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕршекенсен дружининче тăрать.

Ывăл кун çути курнă хыççăн икĕ çултан çемьере хĕрачан уçă сасси янăраса кайнă. Анастасия Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула пĕтернĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Кăçал хĕрлĕ дипломлă çамрăк специалист Вăрмар шкулне ĕçлеме килнĕ. Ачасене географи, акăлчан чĕлхи вĕрентет. Шкул ачисем Анастасия Олеговнăна çав тери кăмăллаççĕ.

Унтан умлăн-хыçлăн Кирилпа Даниил çуралнă. Халĕ каччăсем Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕлÿ гранитне «кăшлаççĕ», общежитире пурăнаççĕ. Мĕн пĕчĕк­рен чĕрчунсене юратакан Кирилл ветеринар пуласшăн, халĕ — 4-мĕш курсра. Вĕренет те вăл, ĕç опытне те пухать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçлекен хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх сывлăхне тимлет. Практикăна та унтах тухнă, канмалли кунсенче те асăннă хуçалăхра вăл. Даниил вара — 3-мĕш курс студенчĕ, пулас инженер. Ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ каччă çуллахи каникулта йĕтем çинче тырă алласа типĕтнĕ.

Кĕçĕннисем Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта пĕлÿ илеççĕ: Женя — 6-мĕш, Милена 11-мĕш класра. Милена пултарулăх еннелле туртăнать. Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче вĕреннĕскер çав тери ăста ÿкерет. Женя та пиччĕшĕсемпе аппăшĕсенчен юлмасть, тĕрлĕ енлĕ аталаннă ача.

28fd1311 491b 4af0 bc11 9107995c67c9

Хăтлă çуртра — хаваслă хĕвĕшÿ

Пĕрлешсенех хăйсен уйрăм çурт пулманран мăшăр тăван килпе юнашар кивĕ пÿрт туяннă, ăна ватса хăйсен йăви­не çавăрма пуçланă. Нумай ачаллă çемьене патшалăхран пулăшу та тивĕçни строительство ĕçĕсене тухăçлă пурнăçлама май панă. Çак калăпăшлă ĕç пилĕк çула яхăн тăсăлнă. 2014 çулта икĕ хутлă хăтлă çурт хăйĕн хуçисене ăшă ытамне йышăннă.

Порфирьевсем пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле канаççĕ. Ывă­лĕсем ылтăн алăллă ашшĕнчен тĕслĕх илеççĕ, техникăпа ĕçлеме юратаççĕ. Хĕ­рĕ­сем ырă кăмăллă та вашават амăшĕ пек пулма тăрăшаççĕ. Килте ĕç сахал мар: выльăх-чĕр­лĕх пăхмалла, утă-улăм хатĕрлемелле, пахчаçимĕç лартса туса илмелле... Хуçалăхра трактор пулни ĕçе çăмăллатать. Унăн рулĕ умне кил хуçи хăй те, ывăлсем те лараççĕ.

«Выльăх-чĕрлĕх çеç-и-ха? — калаçăва хутшăнать Людмила Вячеславовна. — Икĕ йытăпа тăватă кушак та пур пирĕн. Вĕсене мăнуксем пĕчĕк ачасене пăхнă пек пăхаççĕ, ачашлаççĕ, çурисем пулсан ÿстерсе «ырă алла» вырнаçтараççĕ…»

Çемье вăй-хал парать

Пушă вăхăта вара усăллă ирттереççĕ. Çулталăк тăрш­шĕпех Вăрмар поселокĕнчи бассейна çÿреççĕ, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, çулла пахча хыçĕнчи вăрманта кăмпа-çыр­ла пуçтараççĕ, пĕвере пулă тытаççĕ. Анжелика Михайловна тĕрлĕ чечек лартса ÿстерет, калчине хăех çитĕнтерет. «Тавах Турра, кил-çурт çирĕп, ачасем çумра, пурте ырă-сывă — унтан ытла мĕн кирлĕ? Эпир ахаль çынсем, ялта çуралса ÿснĕ, ялтах пурăнатпăр, ачасем те кунтах тĕпленеççĕ. Хальхи саманара çамрăксене ялта тулли пурнăçпа пурăнма пĕтĕм услови пур, хуларинчен нимĕнпе те кая мар, лайăхрах та. Ÿркенмелле мар кăна», — чунри туйăмĕсене уçрĕç Порфирьевсем.

Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне те çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ вĕсем, ĕçре те палăрса тă­раççĕ. Çак сăмахсене çирĕп­летекен наградăсен пухмачĕ пуян вĕсен. Çемье хаклăхĕсене упранăшăн Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ĕçленĕ çулсенче Олег Ивановича асăннă учрежденин Хисеп грамотипе, Анжелика Михайловнăна Вăрмар районĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Порфирьевсен кил-çурчĕ хаваслă хĕвĕшÿпе кĕрлет. Уйрăмах канмалли кунсенче студентсем хуларан килсен. «Канмалли кунсенче пурте пĕрле пухăнатпăр. Ывăлсемпе хуçалăхри ĕçсене пурнăçлатпăр, хĕрсемпе пÿрт-çурта çуса тасататпăр, кукăль пĕçеретпĕр. Кирек мĕнле ĕç те йышпа туххăмрах парăнать. Ял-йышран, кÿршĕсенчен пирĕн çемье пирки: «Ача çуратса ÿстернин усси пур», — тесе каланине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ», — пĕлтерет Анжелика Михайловна.

Куç тулли мăнукĕсемпе 76-ри кукамăшĕ савăнать. «Мĕнлерех пысăк телей вăл килте ача-пăча сасси янăрани. Хĕрĕмпе кĕрÿ вĕсемшĕн хăйсене шеллемесĕр тăрăшаççĕ, эпĕ те май килнĕ таран пулăшас тетĕп. Манăн, ватă çыннăн, ыйхă килмест. Вара шуçăмчченех ура çине тăратăп, çемье валли ирхи апат хатĕрлетĕп. Майĕпен ыттисем те вăранаççĕ. Ачасем каллĕ-маллĕ утма тытăнаççĕ, выльăх-чĕр­лĕхе пăхаççĕ, апатланаççĕ, ĕçе, шкула тухса утаççĕ. Кун вĕçленсен, килти ĕçсене пуçтарсан пурте пĕрле сĕтел хушшине каçхи апата ларатпăр», — ăшшăн калаçать Людмила Вячеславовна. Вăл кĕçĕн мăнуксене алла тытса утьăкка сиктерме ĕмĕтленет. Çакă ĕнтĕ вăл кашни çынна вăй-хал параканĕ — пысăк та туслă çемье.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика