14fbea83 87e8 456a 9344 552143827169

Тикаш ялĕнчи культура çуртĕнче асаилÿпе пултарулăх каçĕ иртрĕ. Геннадий Германович Матвеев çыравçă, таврапĕлÿçĕ «Учитель по призванию» ятлă çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Ăна вăл хă­йĕн амăшне Анна Андреевна Андреевăна халалласа çырнă.

Анна Андреевна Анд­реева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, 40 çула яхăн Тикаш шкулĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Çĕнĕ кĕнеке нумай документпа, сăн ÿкерчĕксемпе, информаципе пуян. Вăл Анна Андреевнăна пĕлнĕ çынсемшĕн те, хальхи вăхăтра педагогика анинче тăрăшакансемшĕн те кăсăклă тата интереслĕ пулмалла.

Тикаш библиотекин заведующийĕ Ираида Ни­колаевна Иванова Анна Андреевнăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Пулас учитель Тупах ялĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕ, Андрей Гаврилович Паденьков, Буденный çа­­рĕн­че çапăçнă. Амăшĕ, Иулита Еремеевна, ĕçпе тыл ветеранĕ. Анна Андреевна ялти тата Кавалти шкулсенче лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Кавалта Михаил Васильевич Зайцевăн /вăл 1962-1977 çулсенче ЧАССР Министрсен Совечĕн председателĕнче тăрăшнă\ чи пултаруллă вĕренекенĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче шкулсенче учительсем çитмен пирки ла­йăх вĕреннĕ Анна Андреевăна 1944 çулта Тикашри шкула ĕçлеме янă. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл 1946 çулта Канашри педучилищĕрен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Ăста вĕрентекен шкулти хорпа комсомол организацине ертсе пынă, шкулти «Çемье тата шкул», колхозри «Ĕç ялавĕ» хаçатсен редакторĕ пулнă. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнса агитатор, пропагандист, лектор пулса тăрăшнă. Ферма ĕçченĕсем валли краççын çутипе çар листокĕсем кăларса тăнă. «Хĕрлĕ ялав» хаçатра та шкулпа ял пурнăçĕ çинчен çырнă статйисем пичетленнĕ.

Анна Андреевнăн урокĕсем, тĕрлĕ мероприятисем яланах чи çÿллĕ шайра пулнă. Ачасене патриотла воспитани парас енĕпе класс сехечĕсемпе кружоксем, ашшĕ-­амăшĕсен пухăвĕсемпе сборсем, ачасемпе концертсем лартнисем, походсене çÿренисем — кашни пулăм ятарласа йĕркеленĕ программăпа иртнĕ. Çĕнĕлĕхе юратакан, хăйĕн пĕлĕвне вĕçĕмсĕр ÿстерсе пыракан учителĕн тĕрлĕ хаçатсемпе журналсем, А.Макаренко кĕнекисем, педагогика энциклопедийĕсем яланах ал айĕн­че пулнă. Анна Андреевна – шкулта, ялти çынсем хушшинче пысăк авторитетлă вĕрентекен пулнă. 40 çул хушшинче нумай-нумай ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл хăйĕн ĕмĕрне пархатарлă та мухтавлă ĕçре халăхшăн, çитĕнекен ăрушăн тăрăшса ирттернĕ. Анна Андреевна Андреевăна хисеплĕ ĕçсемшĕн нумай наградăпа чысланă.

Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Иванович Нарсов Анна Андреевна анлă тавракурăмлă, талантлă, хă­йĕн ĕçне чунтан парăннă чăн-чăн учитель пулнине, вăрçă вăхăтĕнче шкулта çеç мар, колхозра та ĕçлесе Тикаш ялне аталантарма нумай тăрăшнине палăртрĕ. «Вĕренекенĕсем Анна Андреевнăна яланах асра тытса пысăк тав сăмахĕсем калаççĕ, ăна ырăпа аса илеççĕ», — терĕ Валерий Иванович.

Тикашри шкул директорĕ пулнă Николай Иванович Иванов Анна Андреевна шкул историйĕнче паллă йĕр хăварни, вăл ялта хисеплĕ çын пулни, унăн вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ аслă пĕлÿ илни, çĕнĕ кĕнеке педагогăн пурнăçĕпе ĕç кун-çулне ĕмĕрлĕхех астăвăмра хăварма пулăшни çинчен каларĕ.

Тĕлпулура Анна Анд­реевнăн хĕрĕ Галина Матвеева, мăнукĕ Владимир Шапеев, вĕренекенĕсем – Афган вăрçин паттăрĕ Филимон Федотов, «Район вырма чемпионĕ-1974» Михаил Степанов, колхозри чи лайăх механизатор /1984 ç.\ Валерий Павлович Чернов, инженерта ĕçленĕ Валерий Геор­гиевич Чернов, ялти территори пайĕн ĕçченĕ Зоя Семенова та сăмах илчĕç.

Мероприятие пухăннисем Анна Андреевна пурнăçне çутатакан фотостендпа, архиври документсемпе, саламсенчен тăракан пысăк куравпа паллашма пултарчĕç. Вениамин Быковпа Мария Карпова музыка ăстисем пурте пĕлекен шкул юррисене юрласа савăнтарчĕç.

Ираида ИВАНОВА, Валерий НАРСОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика