7fc8c11d 239d 49bb a688 e83e0685ccb2

Вăрмар округĕнче самбо енĕпе СССР спорт мастерне С.С. Уливанова асăнса 2013-2014 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче республика шайĕнчи йăлана кĕнĕ XXIX турнир иртрĕ. Ăмăртусене ятарлă çар операцине тĕрев парас тĕллевпе «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» девизпа йĕркеленĕ. Унта Чă­ваш, Тутар, Мари Эл Республикисенчен 160 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Мероприятин торжествăлла пайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕн обществăлла Канашĕн председателĕ Андрей Карпунин, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин самбо тата дзюдо енĕпе олимп резервĕн 10 номерлĕ ятарлă шкулĕн директорĕ Игорь Софронов, отставкăри подполковник, Анаткас диаспорин канашĕн представителĕ Владимир Григорьев, ятарлă çар операцийĕн участникĕ Герман Чуршуков, «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Юрий Иванов, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Игорь Соколов, турнирăн тĕп судйи, самбо енĕпе СССР спорт мастерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лев Уливанов тата ытти хисеплĕ çынсем пулчĕç, çамрăк самбистсене ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех спорта аталантарас ĕçре палăрнă çынсене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç.

Турнир çивĕч иртрĕ, хисеп пьедесталĕ çине чи маттуррисем хăпарма тивĕçрĕç. Палăртма кăмăллă, çак турнирта Вăрмар округĕн спортсменĕсем — Лев Уливанов, Иван Никитин, Валерий Орлов тренерсен воспитанникĕсем — хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕç.

Татьяна Кондакова /34 кг, Чулкасри вăтам шкул/ — 2-мĕш, София Соколова /52 кг, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул\ — 2-мĕш, Ярослав Павлов /32 кг, Чулкасри вăтам шкул\ — 3-мĕш, Ростислав Сидоров /42 кг, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул/ — 1-мĕш, Даниил Еруков /46 кг, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул/ — 3-мĕш, Богдан Васильев /50 кг, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул/ — 3-мĕш, Арсений Антонов /55 кг, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул/ — 2-мĕш, Илья Степанов /65 кг, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул/ — 1-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсен тренерĕ — Иван Никитин.

Камилла Андреева /34 кг, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул\ тата Даниил Васильев /50 кг, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул\ 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Тренерĕ — Лев Уливанов.

Елизавета Владимирова /34 кг, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул/ — 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Тренерĕ — Валерий Орлов.

Пурĕ 12 категоринче наградăсен 12 комплектне выляттарнă. Турнирăн тĕп парнине вара — велосипеда — олимп резервĕн 10 номерлĕ спорт шкулĕн спортсменĕ Артур Самсонов выляса илчĕ.

Ăмăртусем сывламасăр те­нĕ пек иртсе кайрĕç. Спорт мероприятийĕ пурне те хавхаланупа çĕкленÿллĕ кăмăл-ту­йăм парнелерĕ.

Лев УЛИВАНОВ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика