Чечек уçланкинчи пек ырă туртăм
Кăмăлăма çĕклентерет çÿле.
Анне ытамĕнчи ăшпиллĕ туйăм
Йыхравлăн илĕртет тăван киле.
Анне çумра чух ĕмĕтсем вĕçевлĕ,
Сирсе ярать чунри сÿрĕклĕхе.
Ăс-тăнĕпе калаçăвĕ виçеллĕ,
Вĕрентрĕ тишкерме вĕçсĕрлĕхе.
Хĕвел шевлиллĕ хÿхĕм çутçанталăк
Асамлăн сапалать çут ылтăнне.
Ĕçчен аллисемпе анне сăпайлăн
Кĕрнеклетет уяв кĕрекине.
Ачисенчен парне — чи пысăк тимлĕх,
Çуталтăр ăшă кулă питĕнче.
Аннесемпе аталанать этемлĕх,
Аннесемпе чечекленет тĕнче.
