Вăрмар поселокĕнчи пулас сывату корпусĕн строительствин лапамĕнче ĕçсем активлă пыраççĕ.
Виçĕ хутлă, 81 койко-вырăнлă çĕнĕ корпусра реанимаци, хирурги, терапи тата ача-пăча уйрăмĕсем пулĕç. Больницăн хальхи корпусĕсем кивелнĕ тата хальхи требованисене тивĕçтермеççĕ, çавăнпа комплексăн строительствине çĕнĕ никĕс çинче пурнăçлама йышăннă.
Специалистсем котлован чавнă, дренаж тытăмне хывнă, фундамент валли никĕс хатĕрлеççĕ. Ĕçсем графикпе килĕшÿллĕн пыраççĕ. Кăçал ĕçсен 7,5 процентне пурнăçлама палăртнă пулсан — 5 процент ытларах пурнăçланă.
Объект «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче вăрăм сроклă патшалăх контракчĕпе хăпарать. Строительствăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1,3 млрд тенкĕпе танлашать. Планпа килĕшÿллĕн, объект строительствине 2029 çулта вĕçлесе хута ямалла.
