Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăннипе ноябрĕн 9-мĕшĕнче «Паттăрсен вăхăчĕ» /«Время героев»\ программăн виççĕмĕш юхăмĕ старт илнĕ. Программăпа килĕшÿллĕн ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем, унччен аслă пĕлÿ илменнисем, хăвăртлатнă мелпе патшалăх управленийĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пултараççĕ.

Программăн виççĕмĕш юхăмĕ ĕçлеме тытăнсан пĕрремĕш куннех пилĕк пин ытла заявка килнĕ, тепĕр эрнеренех вара вĕсен шучĕ 15 пинрен те иртнĕ. Унта хутшăнакан СВО ветеранĕсем валли виçĕ çул вĕренмелли хăвăртлатнă программа хатĕрленĕ. Вĕсем патшалăх тата муниципаллă управлени инструменчĕсене алла илĕç, наставниксем пулăшнипе практика тухĕç. Программăна хутшăнакансене суйланă чухне икĕ критери малта — çарти паттăрлăхшăн тивĕçнĕ патшалăх наградисем тата харпăр хăйсен пултарулăхĕ.

«Паттăрсен вăхăчĕ» программăн пĕрремĕш юхăмне хутшăннă Александр Тихонов /вăл Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ Раççей Президенчĕн Атăлçири полномочиллĕ представителĕн заместителĕ\ программăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. «Ку вăл хамăрăн çĕршывшăн тата кунта пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлеме май паракан программа. Хутшăнакансене тĕплĕн суйлаççĕ, çÿллĕ шайра хатĕрлеççĕ, регионăн уйрăмлăхĕсене ăнлантараççĕ, федераци шайĕнче проект ĕçĕ хатĕрлеме пулăшаççĕ. Ветерансем малашнехи ĕçре пысăк кăтартусемпе вăй хума çирĕп пĕлÿ илеççĕ», — тенĕ вăл.

Заявкăна 2027 çулхи январĕн 25-мĕшĕччен программăн сайтĕнче — времягероев.рф — йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика