ma

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Пы­сăк Енккассинчи пĕтĕ­мĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулта хаваслă пулăм — «Пĕлÿ» Раççейри общест­вăн ашшĕ-амăшĕсен пĕр­лешĕвĕсен пуçарулăхĕн кон­курсĕн «Пултарулăх мас­терскойĕ» проекчĕ шайĕн­че тĕлпулу иртрĕ. Шкула хисеплĕ хăнасем — Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ Ольга Михайлова, шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ Ве­нера Петрова пуçтарăнчĕç, вĕсен тимлĕхĕпе пулăшăвĕ уйрăмах паха.

Мероприятие шкул директорĕ Луиза Ивановна Кириллова уçрĕ, унăн ăшă сăмахĕ тĕл­пулăва уйрăмах хавхалантару туйăмĕ кĕртрĕ. Унтан Венера Германовна сăмах илчĕ, шкул еплерех майпа грант илни çинчен, хальхи вăхăтра ку проект шайĕнче мĕнлерех пысăк ĕç туса ирттерни пирки каласа пачĕ. Кирек епле ăнăçу та — яланах пĕрле тăрăшса ĕçленин кăтартăвĕ, ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхĕ кунта тĕп роль вылять.

Паллах, мероприятин чи асра юлмалли саманчĕсем ачасен кăтартăвĕсем пулчĕç. Шкул ачисем вырăс халăх юмахĕсенчен пĕчĕк сыпăксем лартса пачĕç, вĕсем чун-чĕререн тата питĕ пултаруллă вылярĕç хăйсен ролĕсене. Зал савăннипе хытса тăчĕ. 2-мĕш класс ачисем «Çарăк» лартса пачĕç. Питĕ лайăх вылярĕç: кашни хăйĕн сăнарне ăста кăтартрĕ, ачасен вăй-хăвачĕ пурне те тыкăнларĕ. 3-мĕш класс ачисем куракансене «Мулка­чăн пÿрчĕпе» тыткăнларĕç, актерсен ăсталăхĕ, витĕмлĕхĕ, чăн-чăн сцена харизми — пурте пулчĕç. Кураканăн кăмăлне уйрăмах çĕклемелли ту­йăмсене 5, 6, 7 классенче вĕренекенсем «Царевна-лягушка», «Теремок», «Маша тата упа» юмахсенчи сыпăксене выляса парнелерĕç.

Хисеплĕ хăнасене ачасем выляни çав тери килĕшрĕ. Вĕсем тăвăллăн алă çупнисĕр пуçне вĕренекенсене ăс паракан ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç, сценăран хăрамасăр харпăр хăй вăйне ĕненсе пултарулăхне аталантарма сунчĕç. Çак сăмахсем ачасемшĕн — чи лайăх награда, малалла талпăнмалли пысăк хавхалантару.

Шкул администрацийĕ сцен­кăсене, юмахсене хатĕр­лес ĕçе хăйсен вăйне хывнă педагогсене, костюмсем хатĕр­лесе, килте репетицисем туса ачасене пулăшнă ашшĕ-амăшне, паллах, шкул вĕренекенĕсене хăюлăхпа тăрăшулăхшăн, пурне те парнеленĕ савăнăçшăн тав тунине пĕлтерчĕ.

«Пултарулăх мастерскойĕ» проект — типĕ отчетсемпе цифрăсем мар, ку вăл пурте пĕрле ырă та чĕрĕ, питĕ кирлĕ ĕç пурнăçлани. Ку мероприяти çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.

Наталья НИКОЛАЕВА, Пысăк Енккассинчи шкулти аслă вожатăй

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика