c4dbcf5f 8b3c 45ed a23e a01ac9f253ef

Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче республикăра иртнĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăх ĕçĕсен «Ялта чи лайăххисем» V-мĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Конкурс «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ шайĕнче иртет. Унăн тĕллевĕ — ачасене ял пурнăçĕпе тата аграри профессийĕсемпе кăсăк­лантарасси, вĕсен пултарулăхне уçса парасси, ял территорийĕсен аталанăвне кăтартасси. Кăçал ăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чă­ваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăк­не халалланă.

Конкурса виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕ: муниципалитетри, республикăри тап­хăрсем тата финал. Финала 288 ĕç тухнă, жюри 73 çĕнтерÿçĕпе призера палăртнă. Тăватă коллектива хăйсен проекчĕсене пурнăçлама 100-шер пин тен­кĕ панă.

Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, педагогсемпе ачасене тав турĕ. Пилĕк çул каялла пуçарса янă проект ялсенчи активлă пурнăçа, йăласене хисепленине, вĕсем ăруран ăрăва куçнине кăтартать тесе палăртрĕ.

Çĕнтерÿçĕсем сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, призерсем фойере «талантсен коридорне» йĕркелесе конкурса тăратнă ĕçсемпе тĕлĕнтерчĕç. Унсăр пуçне интерактивлă лапамсем, агролабораторисем ĕçлерĕç, мастер-классем пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хушшинче Вăрмар округĕнчи ачасемпе çамрăксен 11 ĕçĕ те пулма тивĕçнĕ!

«Ÿкерчĕк» номинацинче /«Йăласене упраса пуласлăха никĕслетпĕр» çумноминаци/ «Родничок» ача-пăча са­дĕнчи Иван Дмитриев /руководителĕ Н.П. Михайлова\ 3-мĕш вырăна тухнă.

«Пичетленĕ ĕç» номинацинче 1-4 классем хушшинче Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулти Мария Николаева /руководителĕсем И.Ю. Демьянова тата Л.Н. Алексеева\ — 1-мĕш, 5-9-мĕш классем хушшинче Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти Анастасия Василь­ева /руководителĕ Э.А. Романова\ — 1-мĕш, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти Денис Федоров /руководителĕ Л.Н. Петрова\ — 2-мĕш пулнă. 10-11-мĕш классем хушшинче Энĕш­пуçри вăтам шкулти Ульяна Александ­рова — 2-мĕш, Юлия Иванова — 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ /руководителĕ И.М. Иванов\. «Эпир тĕрлĕрен, эпир пĕрле» çумноминацинче 2-мĕш вырăна — Кавалти тĕп шкулти Тимур Пок­ровский /руководителĕ М.М. Антипова\, 1-мĕш вырăна — Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти Ульяна Миронова /руководителĕсем И.В. Иванова тата Т.В. Русакова\ тивĕçнĕ.

«Илемлĕ сăмах» номинацинче Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул вĕренекенĕсем палăрнă. 1-4-мĕш классем хушшинче Александра Пудрикова /ру­ководителĕ Г.М. Саминова\ — 1-мĕш, 5-9-мĕш классем хушшинче Дмитрий Николаев /руководителĕ К.А. Николаева\ — 3-мĕш, 10-11-мĕш классем хушшинче Мирослава Иванова /ру­ководителĕ Л.Н. Петрова\ — 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Саламлатпăр!

Кристина ПУДРИКОВА,

Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика