f5e8abe1 035f 427f a692 4e287fb691b4

Шупашкарта «Пĕрлĕхре — вăй» ятлă Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен форумĕ уçăлнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри 26 регионтан тата чикĕ леш енчен килнĕ делегатсене сумлăн кĕтсе илнĕ.

«Чăваш Енре тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ, Правительство кашни чĕлхене республикăра тан шайра янăратма майсем туса парать. Вĕрентÿре эпир грамматикăна тарăн тимлĕх уйăрма мар, ачасене тăван чĕлхене ăнланма тата ăна пурнăçра ирĕклĕн усă курма вĕрентесси çине пусăм турăмăр. Ачасене уроксенче кăна мар, урăхла та илĕртме пулать. Тĕп вырăнта – чĕрĕ культура хутлăхĕ, унта йăла-йĕр­кене хисеплеме шкул ачисем хăйсемех театр студисемпе калаçу клубĕсем урлă пулăшаççĕ. Шансах тăратăп, форумри шухăшсем ятарлă вĕрентÿ практикисемпе проектсене куçĕç, вĕрентекенсемпе ăсчахсен уçă калаçăвĕ вара ÿсекен ăрăва тăван сăмах патне тата ытларах туртăнма хавхалантарĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Ку вĕрентекенсен масштаблă тĕлпулăвĕ республикăшăн йăлана кĕнĕ, кăçал вăл тĕнче шайне тухнă. Раççейри ĕçтешсем патне Беларуç, Казахстан тата Китай специалисчĕсем хутшăннă. Икĕ кун хушшинче хутшăнакансем чĕлхе пĕлĕвĕн тĕрлĕ енне: çемьере тăван чĕл­хе пулнинчен пуçласа искусственнăй интеллектпа усă курса вĕрентекен онлайн-платформăсем туса хурасси таран, сÿтсе явнă. Çĕнĕ методика йышăнăвĕсем тума Чăваш Ене федерацин чи паллă ăсчахĕсемпе экспертсем те килсе çитнĕ.

Видеосаламлă çырура Раççей Федерацийĕнчи Тăван чĕлхесен тата халăх культурисен центрĕн тĕп эксперчĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор Сономбал Содномов чĕлхе нумай енлĕхне çĕршыв ресурсĕ тесе палăртнă. Вăл ăслăлăхпа методика пулăшă­вĕн, педагогсене хатĕрлессин тата цифра технологийĕсене нумай культура вĕрентĕвĕн аталанăвĕнче ĕçе кĕртессин пĕлтерĕшне палăртнă.

Палăртма кăмăллă: çак калăпăшлă мероприятире ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри 3 шкула 500-шер пин тенкĕлĕх грантсем парса хавхалантарнă. Ку шутра Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул та пулнă. Шкул директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Валентина Михайловна Табакова палăрт­нă тăрăх, республика Пуçлăхĕ панă грант шкула малашне çĕнĕ проектсем пурнăçлама, кабинетсенчи оборудованине улăштарма, çĕннипе пуянлатма май парĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ конкурсра малти виçĕ шкул йышне кĕни çÿллĕ шайра хатĕрленнине тата пĕтĕм коллективăн лайăх ĕçне кăтартать. Паллах, шкулта хатĕрленĕ условисем вĕренекенсене тăван чĕлхене тарăнрах пĕлме тата калаçу культурине çирĕплетме май парĕç.

Чăваш Енре тă­ван чĕлхесене 2 пине яхăн вĕрентекен вĕрентет, чă­ваш чĕлхине вара шкул ачисенчен 70 ытла процент вĕренет. Шкулсенче грантпа пулăшнипе тата вĕрентекенсене хавхалантарнипе пĕрлех респуб­ликăра вĕрентÿпе методика никĕсне пысăк калăпăшпа çĕнетсе пыраççĕ.

«Пĕрлĕхре – вăй» Раççей шайĕнчи форумăн ĕçне Вăрмарти вăтам шкул вĕрентекенĕсем хастар хутшăннă. Мероприятисем тĕп хулан икĕ культура лапамĕнче — Чă­ваш наци музейĕнче тата К.В. Иванов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх академи драма театрĕнче — иртнĕ. Вĕрентекенсем «Нумай халăх пурăнакан регионти этнокультура вĕрентĕвĕ», «Цифра хут­лăхĕ тата тăван чĕл­хесем» секцисен ĕçне хутшăннă. Тĕрлĕ регионтан килнĕ спикерсем хăйсен сăмахĕнче «Пĕрлĕхре – вăй» форум йăлана кĕнĕ уяв кăна мар, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çинчен калаçмалли чи пĕлтерĕш­лĕ лапам пулнине палăртнă. Тă­ван чĕлхепе литературине вĕрентекенсемшĕн ку мероприяти ăсталăха ÿстерекен тата хавхалантаракан самантсемпе пуян пулнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика