
Çак кунсенче Хĕрлĕçыр ялĕнчи клубра ăшă та хăтлă лару-тăрура пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти — ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр салтакпа Олег Андреевич Васильевпа тĕлпулу иртрĕ.
Олег Андреевич ял халăхне хăйĕн асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕ, СВОри пурнăçпа служба пирки каласа пачĕ, ентешсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Çакăн пек тĕлпулусем салтаксем мĕнле йывăрлăхсемпе куçа-куçăн тĕл пулнине, мĕнле тĕрĕслевсем витĕр тухнине лайăхрах ăнланма тата пĕлме пулăшаççĕ, хăюлăхшăн, Тăван çĕршывăмăрăн тăнăçлăхĕшĕн, пирĕн лăпкăлăхшăн хăйсене шеллемесĕр çапăçнăшăн вĕсене тав тума май параççĕ.
Эпир хамăрăн паттăрсемпе, геройсемпе чун-чĕререн мăнаçланатпăр, вĕсене тăван тăрăхра кĕтетпĕр. Çывăх çыннисем, кÿршисем, пĕтĕм ял-йыш вĕсемпе мухтанать. Тавах Олег Андреевича тĕлпулăва хутшăннăшăн, пирĕнпе хăйĕн чунне уçса калаçнăшăн!
Валентина НУРЖАНОВА, Хĕрлĕçыр клубĕн культорганизаторĕ
