IMG 2174Кашни ялăнах хăйĕн ĕçчен те хастар, тăван çĕр çинче тăрăшса ĕçлекен çыннисем пур. Пинер ялĕнче, акă, Сергей Николаевич Васильев фермер /ÿкерчĕк çинче/ тăрăшулăхĕпе уйрăмах палăрать.

Пинерти пĕртен-пĕр хрес­чен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ вăл. 10 гектар çĕр çинче ĕçлеме пуçланăскер 2011 çулта хăйĕн ячĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 10 гектар хыççăн 70 гектара çитернĕ, ун хыççăн 280 гектара, паянхи куна вара тата тепĕр 160 гектар çĕре хăйĕн çине илесси пирки ĕçлет. Тĕрĕссипе, çак 160 гектар çинче Сергей Николаевич кĕрхи ырашпа вика хутăш акма та ĕлкĕрнĕ кăçал. Люцерна, фацели, вика, сĕлĕ, урпа, тулă ÿстерет вăл. «Люцерна çитĕнтерессипе ĕçлеме çăмăлрах, тупăшлăрах та, пĕрре акса хăваратăн та темиçе çула та пырать. Лайăх пăхса тăмалла кăна, сÿрелемелле, апатлантармалла», - каласа парать хуçалăх пуçлăхĕ. Люцернăна утă валли те, вăрлăхлăх вырса илме те ÿстерет Сергей Николаевич. 20 гектар çинчи люцерна утăлăх, тата тепĕр 20 гектар çинчи — вăрлăхлăх. «Кăçал люцерна вăрлăха ир ларчĕ, аван пулчĕ. Ăна пуринчен ытла сăнаса, пăхса тăратăп. Тырăран та маларах тухрăмăр выр­ма, август пуçламăшĕнчех, 3 тонна çапса илнĕ-ха хальлĕхе. Халĕ те выратпăр. Пĕлтĕр октябрьте кăна тухнăччĕ», — пĕлтерет Сергей Николаевич. Эпир пынă вăхăтра та уйраччĕ вăл, комбайн штурвалĕ умĕнче. Хăй уйра пулнă вăхăтра ампарта та ĕç пырать. Кунта сĕлĕ аллатчĕç. Пинер ял çамрăкĕ Руслан Валерьевич Степанов, Çÿлти Кинчер ялĕнчен Владимир Михайлович Мироновпа Марина Степановна Миронова тасатнă сĕлле михĕсем çине тултарса пыратчĕç /ÿкерчĕк çинче\. Руслан Валерьевич хăй те тыр-пул акса-пухса илет. Сергей Николаевичпа пĕр-пĕрне пулăшсах тăраççĕ хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче. Ĕç алли те, техники те кирлĕ пĕр-пĕрне.

IMG 2162Килте вăкăрсем йышлă усраççĕ Васильевсем. Хуçалăхра хăйсен вăйĕпе çитĕнтернĕ тыр-пулĕ те, утă-улăмĕ те пуртан выльăх усрамаллах тесе шутлаççĕ вĕсем. Тыр­ра йÿнĕпе сутиччен вăкăрсене самăртни тупăшлăрах. Сергей Николаевичăн мăшăрĕ Ирина Ивановна, амăшĕ Зоя Васильевна та выльăх пăхнă çĕрте тăрăшаççĕ, пулăшаççĕ. Çемьере çитĕнсе çитнĕ аслă ачасем виççĕшĕ те Мускавра, тăваттăмĕшĕ Шупашкарта вĕренет, килте кĕçĕннисем — 4 çулти Миланăпа 3 çулти Мартин çитĕнеççĕ, вĕсем ялти шкул çумĕнчи ача садне çÿреççĕ.

Сергей Николаевич шучĕпе, çĕр нумайрах пулсан ĕçлеме ла­йăхрах, тупăшĕ ытларах пулать. Тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсем те пысăк, кăçал çĕнĕ опрыскиватель туяннă, тепрер çултан çĕнĕ комбайнлă та пуласшăн, çĕнĕ тракторĕ те кирлĕ. Мĕн шутланине пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр Сергей Николаевича!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика