dorogaЙĕпреç муниципаллă округĕнче «Аниш» автоçулăн Кире юханшывĕ урлă каçакан кĕперне юсаса пĕтернĕ. Ĕçсене «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Техника тĕлĕшĕнчен юрăхлă пултăр тесе специалистсем тимĕр­пе бетонран тунă кĕпер айккисене юсаса çĕнетнĕ: бетон сийне çирĕплетнĕ, сăрланă. Кĕперĕн анине тĕп­рен улăштарнă, çав шутра гидроизоляцине, хÿтлĕх сийне, çул-йĕр çинче паллăсем тунă. Кĕпер урлă каçнă вăхăтри çул-йĕр хăрушлăхсăрне 0,75 метр çÿллĕш хÿме тата металран тунă 1,1 метр çÿллĕш перилăсем тивĕçтереççĕ.

Пĕтĕмĕшле объектăн тăршшĕ 142 метр. Кĕпер транспорт юхăмĕ валли хатĕр. Хальхи вăхăтра подрядчик йышăну комиссийĕ валли документсем хатĕр­лессипе ĕçлет.

Аса илтеретпĕр, кĕпере 45 çул каяллах тунă. Унăн тăршшĕ 42,4 метр пулнă. Кĕперĕн çул-йĕр сийĕ, гидроизоляцийĕ юрăхсăра тухнине пула юсав кирлĕ пулса тухнă. Çавăн пекех кĕперĕн хÿме конструкцийĕсем те тивĕçтерми пулса çитнĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕнче те «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Вăрмар-Кавал—Нăрлат» автоçула юсаççĕ. Пĕтĕмĕшле 12 километр. Ĕçсене «Стройком» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Çак çула кăçал июнь уйăхĕнче юсама тытăннă. Участок çинчи кивелнĕ асфальтпа бетон сийне 4 сантиметр тарăнăш фрезерланă, çул никĕсне çирĕп­летнĕ. Çак кунсенче подрядлă организаци ĕçченĕсем çиелти сийне хурассипе ĕçлеççĕ /ÿкерчĕк çинче/. «Вăрмар-Кавал—Нăрлат» автоçул çинчи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Кун хыççăн подрядчик «Аниш» автоçул çине ĕçлеме куçĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика